ГОССТРАХ ПУЛĂШРĔ
Кулленхи пурнăçра темĕнле инкек те пулма пултарать. Акă, кăçалхи мартăн 8-мĕшĕнче пирĕн килти хуçалăхра ăнсăртран чирлесе ĕне вилчĕ. Куççуль юхтарсан та, тем чул хуйхăрсан та ĕнене чĕртсе тăратаймăн ĕнтĕ. Юрать-ха, выльăха "Росгосстрах _ Поволжье" ОООн Шăмăршă ялĕнчи страхлакан уйрăмра 8 пин тенкĕлĕх страхланăччĕ. А. Зыкова агент тăрăшнипе, пире мартăн 22-мĕшĕнчех инкек тỹснишĕн страховани укçи тỹлерĕç. Пирĕн ялти Н. Чумуркин хуçалăхĕнче те мартăн 13-мĕшĕнче ĕне вилнĕ, вĕсем ăна 10 пин тенкĕлĕх страхланă пулнă. Чумуркинсем те мартăн 22-мĕшĕнче страховани укçи илчĕç. Эпир Шăмăршăри страхлакан уйрăмра ĕçлекенсене, чăн малтан вара А. Зыкова агента хамăршăн тăрăшнăшăн чĕререн тав тăватпăр.