Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

БИБЛИОТЕКĂРА _ ВЫСТАВКА

Аслă Çĕнтерỹ 60 çул çитнĕ май тĕрлĕрен мероприятисем тăтăшах пулса иртеççĕ. Эпир те ялти библиотекăра "Вăрçă хăрушă, Çĕнтерỹ хăватлă" темăпа кĕнекесен выставкине йĕрекелерĕмĕр, çак ятпа унăн презентацине ирттертĕмĕр. Выставкăна уçма вăрçăпа тыл ветеранĕсем те хутшăнчĕç. Унта Алексей Егорович Албутов çĕнтерỹçĕ-салтакпа вăрçă вăхăтĕнче тылра пилĕк авнă Мария Семеновна Мандрюкова иртнĕ вăхăта хумханса аса илсе каласа пачĕç. Вĕсене пурте тимлĕн итлерĕç. Выставкăра ялти фронтовиксен сăн ỹкерчĕкĕсенчен йĕркеленĕ альбомпа та паллашма пулать.


"Шăмăршă хыпарĕ"
02 апреля 2005
00:00
Поделиться