АСА ИЛ_ХА, ШУР ÇỸÇЛĔ ВЕТЕРАН...
Ас тăватăп-ха, эпир пĕчĕк чухне ялта кăкăр çине Тăван çĕршыв наградисене çакнă вăрçă ветеранĕсене йышлăн курма пулатчĕ. Юлашки 5-6 çул хушшинче фронтовиксен питĕ пысăк пайĕ пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Эпир, çамрăксем, вĕсен аса илĕвĕсене çырса юлма ĕлкĕреймерĕмĕр... Çак шухăшпах эпĕ хам лайăх паллакан вăрçă ветеранĕн килнелле çул тытрăм. Çурхи уçă çил хирĕç вĕрет пулин те, хĕвел шевлисем хĕл куççулĕ часах шавласа-кĕрлесе юхса каяссине систереççĕ. Çỹллĕ йывăçсем çинче çуркунне хыпарçи _ хура курак эртелĕ шуйхашать, ăшă çанталăка кĕтсе тунсăхлать. Николай Васильевич Матвеев фронтовик мана ăшă кăмăлпа, тарават кĕтсе илчĕ, хăйĕн кун-çулĕ çинчен каласа пама та хирĕç пулмарĕ. _Манăн пурнăç историйĕпе кĕнеке çырма та пулать, - шỹтлесе илчĕ Николай Васильевич. _ Хăшпĕрисем, ав, вăрçăра тар шăршине те шăршламан пуль, халĕ вара хăйсене чăн-чăн паттăр пек кăтартаççĕ. Эпĕ çĕршыв умĕнчи тивĕçе чĕре хушнă пек пурнăçланă. Н.В.Матвеев 1924 çулта Тури Чаткас ялĕнче çуралнă. Ялти шкул хыççăн Палтиелне вĕренме кайнă, питех те техникăпа ĕçлекен ăстаçă пуласшăн пулнă. Анчах виçĕ уйăх кăна вĕренейнĕ _ сасартăк ашшĕ вилнĕ хыççăн Коля шкулта пĕлỹ илнĕшĕн укçа тỹлеме пултарайман. Çапла вара çап-çамрăклах колхозра ĕçлеме пуçланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă май, ялти мĕнпур йывăр ĕç хĕр арăмсемпе ватă çынсем тата çамрăксемпе ача-пăча çине тиеннĕ. 1943 çулта Н.Матвеева та фронта кайма повестка панă. _Малтан Горький хулинче пĕр уйăх çар ĕçне вĕрентрĕç,-аса илет Н.В.Матвеев. _Унтан хĕç-пăшал панă хыççăн эшелонпа Брянск енне илсе кайрĕç. Кунта Брянск, Воронеж, Центральнăй, Степной фронтсем фашистсемпе хаяррăн çапăçрĕç. Эпĕ Орел-Курск патĕнчи çапăçусене хутшăнтăм, унта мана йывăр амантрĕç. Санбатра пĕр уйăх выртнă хыççăн хирти госпитале куçарчĕç. Тула хулинчи госпитальте те сиплентĕм, унтан Кирова ăсатрĕç. Аманнă алă çав-çавах тỹрленейменнине кура киле ячĕç. Килте виçĕ уйăх çеç пурăнтам _ каллех фронта. Хальхинче Иккĕмĕш Белорусси фронтĕнче çапăçма тиврĕ. Польшăна фашистсен аллинчен ирĕке кăларма хутшăнтăм. Вислăпа Одер юхан шывĕсем урлă çапăçупа каçни мĕн виличчен манăçмĕ. Юлташсенчен нумайăшĕ унтах выртса юлчĕç, вĕсен виллисене тăванла масарсене пытартăмăр. Тирпейлесе тăрать-ши вĕсене паян кам та пулин _ пĕлместĕп. Вăрçа Н.В.Матвеев Германире вĕçлет. Çĕнтерỹ кунне паллă тунă хыççăн 76-мĕш дивизие Чехословакие куçараççĕ. Унтан _ каллех Германие. Дрезден хулинче виçĕ çул службăра тăрать Н.Матвеев. Демобилизаци пирки приказ тухсан тин ăна килне яраççĕ. Яла таврăнсан мĕн ватăличченех Николай Васильевич тăван колхозра ĕçленĕ. Мăшăрĕпе _ Марье аппапа иккĕшĕ тăватă ывăлпа пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ. Вĕсем халĕ пурте çемьеллĕ ĕнтĕ, ватăсене савăнтарса ултă мăнук çитĕнет. Çак кунсенче Николай Васильевич çуралнăранпа 80 çул çитнине паллă тума хатĕрленет. Кĕркунне вара Марье аппапа пĕр çемье чăмăртанăранпа 50 çул çитет. _Юбилейсен çулталăкĕ, - терĕ манпа сывпуллашнă чух Н.В.Матвеев. _Чи пысăк юбилей вара _ Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарни. Шел, юлташăмсем çак юбилее паллă тăваймĕç... Вăрçă ветеранне эпĕ çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунтăм.