Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ВĂРÇĂ АЧИСЕНЕ ЯТРАН АСĂНАР

Энтĕрьел ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 130 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 71-ĕшĕ фронтран таврăнайман. Хальхи вăхăтра пирĕн ялта вăрçа хутшăннă 5 ветеран çеç пурăнать. Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе ял çыннисем _ ватăсемпе хĕр арăмсем тата ачасем ырми-канми ĕçленĕ. Энтĕрьелĕнче вăрçă ачисем 22-ĕн пурăнаççĕ. Çак кунсенче ялти клубра И.Б.Федорова заведующипе Н.И.Тихонова библиотекарь пуçарнипе хисеплĕ ветерансене чысларĕç. Вăрçă ачисем пурнăç йывăрлăхĕсене çав тери нумай тỹссе ирттернĕ. Шĕшкĕ кăчăкинчен пашалу туса çинине, юман йĕкелĕпе мăян çăкăрĕ пĕçернине, выçăпа шыçăнса кайнине вĕсем нихăçан та манаймĕç. Упи пасарне тăраттайкăпа вутă турттарса кайса пĕр витре çĕр улмипе улăштарнă, çапла какайсăр яшка пĕçернĕ. Çак яшка та çемьешĕн чăн-чăн уяв пек пулнă. Шăппăн итлесе ларчĕ залри халăх çак аса илỹсене, нумайăшĕн куçĕсем шывланчĕç. Кашни аса илỹ хыççăн ял ачисен "Шуçăм" пултарулăх ушкăнĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Вăрçă ачисем паян хисеплĕ ватăсем ĕнтĕ, нумайăшĕ тĕрлĕ чир-чĕрпе аптăраççĕ. Е.Р. Сетнерова, Л.М.Вашуркина, А.И.Пугачева 1928 çулта, К.А.Пугачева 1927 çулта, П.К.Ширшлин, Р.М.Ванюшина, А.В.Михайлова, М.М.Сетнеров 1929 çулта, О.Е.Захарова, А.А.Шигарева 1932 çулта, А.В.Федорова, П.М.Пугачев, А.И.Пугачева, Н.В.Филиппова, М.Д.Сетнерова 1930 çулта, М.И.Кашкаров, О.Н.Харитонова, М.К.Сетнеров, Л.В.Ванюшина, О.К.Вашуркина, А.Х.Скрипачев, О.М.Миронова 1933 çулта çуралнă. Акă мĕнле аса илет çав тапхăра 1932 çулта çуралнă Ольга Егоровна Захарова. Улька пиллĕк тултарсан ашшĕне финн вăрçине илнĕ. Амăшĕ виçĕ ачапа тăрса юлать, анчах нумай та пурăнаймасть, 1941 çулхи çуркунне йывăр чирлесе вилсе каять. Хăр-тăлăх ачасене кам пулăшайĕ? _Пỹрте те кĕрес килместчĕ, - тет Улька аппа. _Урамра малтан пĕрисен умĕнче выляттăмăр, унтан _ теприсен умĕнче. Эпĕ килте асли пулнă _тăххăрта. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, Елиссапа Лидяна Кивĕ Шăмăршăри мăнаккĕш хăй патне илсе каять. Анчах çулталăк та пурăнаймаççĕ мĕскĕнсем, пурнăçран уйрăлса каяççĕ. Улькана Хурăнварти мăнаккĕш усрама илет. Хăйĕн те тăватă ача пулнă, упăшки _ вăрçăра. Мăнаккăшне пилĕк ачана тăрантарса усрама çăмăл пулман. Килти хуçалăхра ĕне усрани выçлăха çĕнтерме нумай пулăшнă. Çемьери ачасем аслисемпе тан хирте ĕçленĕ. Çурлапа тырă вырнă, авăн çапнă, утă-улăм хатĕрленĕ. Çавăн пекех сỹс тỹнĕ, арланă, пир тĕртнĕ, алса-чăлха çыхнă. Фронтри салтаксем валли хăйсен пĕчĕк аллисемпе посылка хатĕрленĕ. Вăрçă чарăнсан вун виççĕри Улька тăван ялне таврăнать, пĕчченех килти хуçалăха тытса пырать. Шухăшласа пăхăр-ха, паянхи ун çулĕнчи ачасем хуçалăх тытса пыма пултарĕччĕç-ши? 1933 çулта çуралнă Михаил Иванович Кашкаров ашшĕне вăрçа ăсатнине питĕ лайăх астăвать. Ашшĕне вăрман пунктĕнченех повестка парса фронта илсе кайнă. Пĕчĕк Миша Пуянкассине кайнă пулнă, килне таврăнать те çуртне питĕрнине курать. Хайхи пỹрте чỹречерен кĕрет. Ашшĕне вăрçа илсе кайнине пĕлсен, тỹрех Шăмăршăна чупать. Çар комиссариачĕ умĕнче халăх йышлă пулнă, хĕр арăмсемпе ачасем ĕсĕклесе йĕреççĕ. Миша ашшĕне аран шыраса тупать. Ашшĕ ывăлне ыталаса илет те, хăй çиес салтак паекне _ пĕр буханка çăкăр парса хăварать. Тăватă ачапа тăрса юлать Мишан амăшĕ. Çемьере пĕр ывăл пулнă пирки, арçын ĕçне унăн тума тивнĕ. Çăпата та тунă, хирти ĕçсене те пурнăçланă, колхозниксенчен пĕр шит те пăрăнман. Мишасен çемйине те выçă вилесрен ĕне çăлса хăварнă. Вутă сутма тăраттайкăпа Упи пасарне çỹренĕ. Çапла хăрушă тĕлĕк пек аса илеççĕ вăрçă ачисем çав нихçан манăçми кунсене. Куççульпе аса илеççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 марта 2005
00:00
Поделиться