Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

УДОБРЕНИ ТУЯНАÇÇĔ

Минераллă удобренисене "çĕр çăкăрĕ" тесе ахальтен каламан, вĕсемпе усă курмасăр тухăçа ỹстерме май çукки те пуриншĕн те паллă. Çакна шута илме тăрăшаççĕ те ĕнтĕ хăшпĕр хуçалăхсенче. "Яблоневка" акционерсен обществинчех, акă, çурхи ака-суха ĕçĕсем ирттерме тата нумай çул ỹсекен курăксемпе кĕр калчисене апатлантарса хăварма 120 тонна, "Шанс" ОООра 30 тонна минераллă удобренисем янтăланă. "Агрофирма "Карлинская" ЗАОра та ку ыйтăва татса панă, укçа куçарма та майсем тупнă. Кĕçех хуçалăхра "çĕр çăкăрне" турттарма тытăнаççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 марта 2005
00:00
Поделиться