Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТЕННИСИСТСЕМ ТУПĂШРĔÇ

Иртнĕ вырсарни кун Кивĕ Чукалти вăтам шкулăн спорт залĕнче сĕтел çинче теннисла выляса çĕнтерессишĕн юлташла тĕлпулу пулса иртрĕ. Унта вырăнти шкулпа Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн командисем хутшăнчĕç. Хĕрсенчен çĕнтерỹçĕсен ятне Алина Корчаковапа Кристина Прокопьева (Шăмăршă), Олеся Малеева (Кивĕ Чукал) тивĕçрĕç. Арçын ачасенчен вара чи вăйлисем кил хуçисем пулчĕç. Пĕрремĕш вырăнта _ Николай Малеев. Пĕр пек очкосем пухнă Александр Явкинпа Евгений Кувайский иккĕмĕш вырăна пайларĕç, Дмитрий Мандрюков _ виççĕмĕш. Çĕнтерỹçĕсем Дипломсене тивĕçрĕç



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 марта 2005
00:00
Поделиться