Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

СИЛЬВА _ ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ МАРАФОН ÇĔНТЕРỸÇИ

Нумаях пулмасть Итали тĕп хулинче _ Римра _ Пĕтĕм тĕнчери марафон пулса иртнĕ. Унта хутшăнса пирĕн районти Пуянкассинчи вăтам шкулта вĕреннĕ Сильвия Скворцова (Шемеева) чемпионка ятне çĕнсе илнĕ, ылтăн медале тивĕçнĕ. Спортсменка дистанцие 2 сехет те 28 минут та 1 çеккунтра чупса тухнă, тĕнче класлă спорт мастерĕ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăн йышăннă Италипе Эфиопи марафонкисене виçшер минут хыçа хăварнă, трасса рекордне çĕнетнĕ. Ку çĕнтерỹ _ С. Скворцова тĕнче шайĕнче тунă пĕрремĕш çĕнтерỹ. Унччен маларах, 2004 çулта, вăл Америкăра Сент-Луче хулинче иртнĕ ăмăртусенче иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Çавăн пекех, Сильва çурма марафонра Раççей Кубокĕсемшĕн ирттернĕ тата ытти пысăк ăмăртусенче те пĕрре кăна мар çĕнтернĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 марта 2005
00:00
Поделиться