Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ФЕРМЕР ТИЛХЕПИНЕ ТЫТРĔ КУÇУК, НУШАЛАНМАСАН, ТУХĂÇ ÇУК...

ПĔРЛЕШỸЛЛĔ хуçалăхсенчен чылайăшĕ, тем пек тапаçлансан та, рынок арăш-пирĕшлĕхне çĕнтерме пултараймарĕç. Çак ỹкерчĕке хамăр патăрта çеç мар, пĕтĕм Раççейĕпех курма пулать. "Колхоз тени, конешнă, пит лайăх япала, анчах хевте сахал-çке, чакатпăр каялла", _ тесе çырнăччĕ "Капкăнра" пĕр сăвăç. Хевтине ỹстерме патшалăх та тăрăшмарĕ, пачах урăхла _ çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе техника хакне хăпартсах пычĕ. Пĕр литр солярка туянма виçĕ-тăватă литр сĕт, тăватă килограмм ытла тырă сутмалла хресченĕн. МТЗ-82 трактор 350 пин, ДТ-75 трактор 550 пин тенкĕ тăраççĕ те (Интернетри юлашки кăтартусем тăрăх), камах туянайĕ-ха çĕнĕ техника? Пĕрлешỹллĕ хуçалăх малалла каяймассине туйса, нумайăшĕ фермер тилхепине тытма кăмăл турĕ. Районта 65 фермер хуçалăхĕ шутланать, вĕсем 1300 гектар çĕр илнĕ. Пĕлтĕр фермерсем 330 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ, 431 гектар пĕрчĕллĕ культурăсем, 91 гектар çĕр улми, 8 гектар пахча-çимĕç çитĕнтернĕ. Нумай çул тата пĕр çул ỹсекен курăксем валли 300 гектар ытла çĕр уйăрнă. Районта ура çине çирĕп тăма тăрăшакан фермерсем çук мар: "Канаш" (М. Угарин), "Карла" тата "Заря" (пĕр тăван Макаровсем), "Пулмантăш" (В. Симурзин), "Миха" (Г. Егорова) хуçалăхсем аталансах пыраççĕ. Анчах вĕсене те вăй илме çав тери йывăр çав. Акă, "Канаш" фермер хуçалăхĕ кăçал 80 гектар çинче сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтерме палăртать. Шутласа пăхар-ха, мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ кирлĕ пулĕ çак лаптăк валли? 160 килограмм вăрлăх кирлĕ _ пĕр килограмĕ 200 тенкĕ тăрать. Сахалтан та 240 центнер кăткăс удобрени (пĕр килограмĕ 6 тенкĕ), 160 центнер азотлă удобрени (пĕр килограмĕ 5 тенкĕ) туянмалла. Гербицидсем кăна 304 пинлĕх кирлĕ. Пĕр гектар çĕре ĕçе кĕртме 60 литртан кая мар солярка тăкакланнине те манар мар. _ Гектар пуçне 220 центнер сахăр чĕкĕнтĕрĕ пуçтарса кĕртеймесен, тупăш илме çук, _ терĕ ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ В. Севрюгин. _ Пирĕн фермерсем пĕлтĕр 105 центнертан ирттереймерĕç. Тухăç сахал _ тупăш çук. Гектартан 70-80 центнер çеç сахăр чĕкĕнтĕрĕ пуçтарса кĕртнĕ фермерсем те пур. Çĕр улми тухăçĕ те пĕчĕк. Тухăçа ỹстерме минераллă удобренисем ытлă-çитлĕ кирлĕ. Шел те, "çĕр çăкăрне" туянма вăй çитмест. Фермерсем ятарлă техника çуккишĕн те тарăхаççĕ. Хакĕсем ытла та "çыртаççĕ-çке". Кивелсе çитнĕ, унтан та кунтан сапланă чĕкĕнтĕр комбайнĕпе ăçтан-ха тухăçлă ĕçлейĕн? Тĕш тырă комбайнĕ туянма та хал çитмест. Трактор пирки каламăпăр та. Фермерсене патшалăх енчен сисĕмлĕ пулăшу кирли çинчен пур çĕрте те калаçаççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2004 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнчи 326-мĕш номерлĕ постановленийĕпе килĕшỹллĕн ăратлă выльăхпа ял хуçалăх культурисен паха вăрлăхĕсене туянма пулăшас тĕллевпе 2005 çулта республика бюджетĕнчен субсидисем пама пăхнă. Апла пулсан, пăр тапранчĕ теме пулать. Анчах халлĕхе фермерсем ял хуçалăх управленине килсе кирлĕ документсем хатĕрлеме васкамаççĕ-ха. Çур аки вара çывхарсах çитрĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем тупас, техникăна юсас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемелле. Кивçене кĕрсен те, çĕре пушă ан вырттар, фермер, тăрăшса ĕçлесен тупăшне те курăн-ха.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 марта 2005
00:00
Поделиться