Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

АПРЕЛĔН 10-МĔШĔНЧЕ _ ОЛИМПИАДА

ПАЛЛĂ ĕнтĕ, Шăмăршăри лицея район администрацийĕн пуçлăхĕ В. П. Фадеев тата И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Л. П. Кураков пуçарнипе уçнă. Лицейра 2004-2005 вĕренỹ çулĕнче Шăмăршă, Карапай Шăмăршă, Палтиел, Васан, Виçпỹрт Шăмăршă тата ытти шкулсенчен килнĕ 46 ача ăнăçлă вĕренет. ЧГУпа тунă килĕшỹпе, вĕренỹ планĕнчи предметсемсĕр пуçне лицейра университет преподавателĕсем спецкурс йĕркелеççĕ. Спецкурсра математика, вырăс чĕлхи, биологи, физика, истори, обществознани предме-чĕсене тарăннăн вĕрентеççĕ. Çавăн пекех лицейра "Пулас инженер шкулĕпе" хатĕрленỹ курсĕсем те ĕçлеççĕ. Пирĕн лицеистсем Чăваш патшалăх университечĕ ирттерекен наукăпа практика тата культурăллă-массăллă мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. Вĕренекенсем районти тата республикăри олимпиадăсен, наукăпа практика конференцийĕсен, тĕрлĕ конкурссемпе спорт ăмăртăвĕсен призерĕсем пулни те савăнтарать. Лицейра, спецкурсра вĕренме пĕлĕве тĕплĕн тĕрĕслесе, конкурс тăрăх илетпĕр. Лицейра пĕлỹ илекенсен 90 проценчĕ ытла "4" тата "5" паллăсемпе вĕренет. Ултă çул хушшинче лицейран 133 çамрăк вĕренсе тухрĕ, вĕсенчен 124-шĕ аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ. Пурнăç кă- тартса панă тăрăх, аслă шкул тулашĕнчи вĕренỹ заведени-йĕсенче пĕлỹ илнисем тата ЕГЭ ăнăçлă панисем аслă шкулсене чылай çăмăлрах кĕреççĕ. Çулленех йышăну комиссийĕ 9-мĕш классен пĕлỹ шайне тĕрĕслес тата чи пултаруллисене суйласа илес тĕллевпе олимпиада ирттерет. Черетлĕ олимпиада апрелĕн 10-мĕшĕнче Шăмăршăри лицейра пулса иртет. Естественно-научнăй специальноçсене килĕштерекенсем валли олимпиада математикăпа тата физикăпа, гуманитари енĕпе Раççей историйĕпе, вырăс чĕлхипе тата литературипе иртет. Олимпиадăна хутшăнас тесен, вĕренекенсен заявлени çырмалла, паспорт е сăн ỹкерчĕк çыпăçтарнă справка (ăна шкултан параççĕ) кă- тартмалла. Олимпиада 11 сехетре пуçланать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 марта 2005
00:00
Поделиться