Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТЕХОСМОТР ИРТЕТ

Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн районти хуçалăхсенче, агропромышленность комплексне кĕрекен предприятисемпе организацисенче тата уйрăм çынсем транспорт хатĕрĕсене çурхи ака-суха ĕçĕсем валли мĕнле хатĕрленине тĕрĕслемелли техосмотр ирттерме йышăннă. Техосмотр мартăн 28-мĕшĕнче пуçланать, çирĕплетнĕ графикпа килĕшỹллĕн иртет. Ку тĕлĕшпе ятарлă комисси туса хунă. Техосмотр вăхăтĕнче транспорт хатĕрĕсен юсавлăхне, вĕсем хăрушсăрлăх техникин требованийĕсене тивĕçтернине, тракторсен патшалăх номерĕсен паллисемпе вĕсен хỹтлев кожухĕсем пуррине, механизаторсен ятарлă удостоверени пуррине шута илеççĕ. РАЙОНТИ ХУÇАЛĂХСЕНЧЕ, АГРОПРОМЫШЛЕННОСТЬ КОМПЛЕКСНЕ КĔРЕКЕН ПРЕДПРИЯТИСЕМПЕ ОРГАНИЗАЦИСЕН ТАТА УЙРĂМ ÇЫНСЕН ÇУРХИ АКА_СУХА ĔÇĔСЕНЕ ХУТШĂНАКАН ТЕХНИКА ХАТĔРĔСЕН ЮСАВЛĂХНЕ ТĔРĔСЛЕМЕЛЛИ ТЕХОСМОТР ГРАФИКĔ Колонкăсем: 1- хуçалăхсемпе предприятисем, организацисем, 2- техосмотр ирттермелли кун Подстанци мартăн 28-мĕшĕнче "Сельхозэнерго" ЗАО мартăн 29-мĕшĕнче "Коммунальник" МУП мартăн 30-мĕшĕнче "Шанс" ООО мартăн 31-мĕшĕнче "Агрофирма "Карлинская" ЗАО апрелĕн 1-мĕшĕнче "Искра" СХПК апрелĕн 4-мĕшĕнче "Мир" ЗАО апрелĕн 5-мĕшĕнче "Агрофирма "Колос" ЗАО" апрелĕн 6-мĕшĕнче "Восход" СХПК апрелĕн 7-мĕшĕнче "Исток" ООО апрелĕн 8-мĕшĕнче "Нива" ЗАО апрелĕн 11-мĕшĕнче "Агродор" ООО апрелĕн 12-мĕшĕнче "Яблоневка" ЗАО апрелĕн 13-мĕшĕнче "Бездна" КФК апрелĕн 14-мĕшĕнче Киров яч. СХПК апрелĕн 15-мĕшĕнче ДРСУ апрелĕн 18-мĕшĕнче "Луч" ЗАО апрелĕн 19-мĕшĕнче "Строитель" ООО апрелĕн 20-мĕшĕнче "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ апрелĕн 21-мĕшĕнче Вăрман хуçалăхĕ апрелĕн 22-мĕшĕнче Асăрхаттарни: шкулсенче, лесничествăсенче, фермер (хресчен) хуçалăхĕсенче техника тĕрĕслевне вĕсем вырнаçнă хуçалăх, предприяти, организаципе пĕрле ирттереççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 марта 2005
00:00
Поделиться