"ТĂВАТĂ АЧА КĂМАКА ÇИНЕ ЛАРСА, КĔÇĔННИ СĂПКАРА ВЫРТСА ЮЛЧĔÇ..."
МĔН кăна курмна-ши, тỹсмен-ши вăрçă çулĕсенче салтак арăмĕсем? Упăшкисене вăрçа ăсатсан арçын ĕçне вĕсем туса пынă, фронта пулăшнă, ачисене те выçăпа вилесрен çăлса хăварнă. Анастасия Михайловна Карсакова (хĕр чухнехи хушамачĕ Константинова) 1908 çулта Палтиел ялĕнче çуралнă. Ỹссе хĕр пулсан Ярăслав йĕкĕчĕпе Сергей Карсаковпа юратса çемье çавăрнă. Анчах та вĕсене хăйсен пурнăçне телейлĕ ирттерме Турă пỹрмен _ çутă ĕмĕтсене Аслă Отечествăлла вăрçă татнă. "Сергей фронта кайнă чух тăватă ача кăмака çине ларса, кĕçĕнни сăпкара выртса юлчĕç", - куççуль витĕр аса илет паян Анастасия аппа. Колхозри пĕр ĕçрен те юлман вăл, ачисем пĕринчен тепри пĕчĕкрех пулнине пăхмасăр çынсемпе тан ĕçленĕ. Кĕçĕн хĕр ачи выçăпа, ывăлĕ шатра чирĕпе вилеççĕ. 1944 çулта Анастасия аппан чĕрине тепĕр йывăр хуйхă амантать: упăшки вăрçăра хыпарсăр çухални çинчен пĕлтерекен çыру килет. Мĕнле йывăр пулсан та, Анастасия аппа колхоз ĕçĕнчен юлман, фронтри салтаксем валли алса-чăлха та çыхнă, енчĕк çĕленĕ. Утмăла çитиччен колхозра ĕçленĕ А.М. Карсакова, "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕç пулнă. Виçĕ хĕрне çитĕнтернĕ, качча панă. Ял-йышра яланах ырă ятлă пулнă. Анастасия Михайловна паян тăхăрвун çиччĕре. Çулĕсем нумай пулин те килте ахаль ларасшăн мар. Çăм арлать, чăлха çыхать, выльăх-чĕрлĕх пăхса йăпанать. Ултă мăнукĕ, мăнукĕсен вунă ачи кукамăшне чунтан юратаççĕ. _Ман пек нумай пурăнăр, - тет хăйне сывлăх сунакансене А.М.Карсакова. _Чунăра ĕçпе йăпатăр, эрех-сăрапа нихăçан та ан туслашăр. Çакăн пек паттăр, çав вăхăтрах ăшă кăмăллă çын вăл пирĕн Анастасия аппа.