Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

СĂВĂÇ ЧУНЛĂ ВЕТЕРАН

УН çине пăхатăп та, сакăр вунна çитнĕ тесе калама ниепле те чĕлхе çаврăнмасть. Утмăл пиллĕк, е, нумайран çитмĕл çул пама пулать. Çынпа калаçнă чух куçĕсем çамрăк çыннăнни пек çиçеççĕ, кулли чуна ăшăтать. _Çулсем нумай çав, - ассăн сывласа илчĕ Леонид Дмитриевич. _Пĕрре те ватăлассăм килмест, чунпа çамрăк пек туятăп. Леонид Дмитриевич Дмитриев 1925 çулхи мартăн 24-мĕшĕнче Шупашкар (ун чухне Ишлей) районĕнчи Çатра-Марки ялĕнче çуралнă. Çемьере сакăр ача пулнă _ тăватă хĕрпе тăватă ывăл. Леонид мĕн пĕчĕкрен ĕç тĕлне пĕлсе ỹснĕ, ашшĕпе амăшĕ колхоза кĕрсен вĕсене пулăшма çỹренĕ. Малтан хăйсен ялĕнчи шкулта тăватă класс, унтан кỹршĕри Анаткас Марки ялĕнче çичĕ класс пĕтернĕ. Малалла вĕренес шухăшпа Ишекри вăтам шкула кайса кĕнĕ. _Вăрçă вăхăтĕччĕ, - аса илет Леонид Дмитриевич. _Выçăллă-тутăллă, çĕтĕк çỹресен те вĕренес килетчĕ. 1942 çулхи декабрьте ачасене хĕллехи каникула яраççĕ. Декабрĕн 29-мĕшĕнче ял Совечĕн исполнителĕ Дмитриевсен килне килсе вуннăмĕш класра вĕренекен Леонида повестка тыттарать. Ыранах районти çар комиссариатне çитмелле мĕн, медицина комиссийĕ тухмалла. Комисси витĕр тухнă хыççăн Леонид Дмитриева çара юрăхлă тесе калаççĕ, январĕн 3-мĕшĕнче Канашри сборнăй пункта çитме хушаççĕ. Тăхăр вунă çухрăмри Канаша тăватă çамрăкпа лавçăсем икĕ лашапа тухса каяççĕ. Çул çинче пĕр лаши ывăнать, çавăнпа пурте пĕр лав çине вырнаçса палăртнă вăхăта Канаша çитсе ỹкеççĕ. Шартлама сивĕ кун çамрăксене вакунсене вырнаçтарса эшалон инçе çула тухать. Ăçталла илсе каяççĕ _ никам та пĕлмест. Хусана çитсен тин Инçет Хĕвел тухăç еннелле илсе кайни çинчен пĕлтереççĕ. Владивосток çывăхĕнчи Ворошиловск станцие февралĕн 23-мĕшĕнче çитеççĕ. Кунта çамрăксем тепĕр хут комисси тухаççĕ. Вара Амур çинчи Комсомольскра вырнаçнă Иккĕмĕш Хабаровск пехота училищин курсанчĕсем пулса тăраççĕ. Нумаях та вĕрентеймеççĕ _ пехота училищинчен çар летчикĕсем хатĕрлекен училище туса хураççĕ. Пехотинецсене Япони чикки патне куçараççĕ. 1943 çулхи декабрьте вĕсене эшалон çине лартса Хусана илсе каяççĕ. Хабаровска çитсен мунча кĕртнĕ, çар оборудованийĕпе тата хĕç-пăшалпа тивĕçтернĕ. Хусантан Ульяновскри М.И.Калинин ячĕллĕ Иккĕмĕш гварди танк училищине вĕренме яраççĕ. Васкавлă йĕркепе çулталăка яхăн вĕрентеççĕ те, училищĕрен "танк командирĕ" должноç тата кĕçĕн лейтенант званийĕ илсе тухаççĕ. Çамрăк офицерсене Чулхулана илсе каяççĕ, кунта вĕр-çĕнĕ танксене йышăнма хушаççĕ. Леонид Дмитриев лейтенант Т-34 çăмăл танк командирĕ пулса Иккĕмĕш Белорусси фронтне лекет. 853-мĕш уйрăм хăйçỹрен артиллери дивизионĕн Берлин еннелле каймалла пулнă, анчах çул çинче Чехословакие ирĕке кăларнă çĕре хутшăнма приказ пулать. Çапла вара Л.Дмитриев лейтенант танкĕ Прага хулишĕн пынă хаяр çапăçусене хутшăнать. Пĕр çапăçура контузи илет, медсанчаçре сывалнă хыççăн каллех танк çине ларать. Çĕнтерỹ кунĕ танкистсемшĕн майăн 9-мĕшĕнче мар, 19-мĕшĕнче тин çитет. Танкистсене эшалонсемпе Кавказа илсе каяççĕ. Армение çитсен Эчмиадзин ятлă çар хулине вырнаçтараççĕ. Японипе вăрçă пынă май, çав вăрçа Турци хутшăнас хăрушлăх та пулнă. Л.Дмитриев службăра тăракан танк чаçĕ Иран чиккинче вырнаçнă. Çапăçусен шăв-шавĕ лăплансан та демобилизаци приказĕ тухман-ха. Вăрçă вăхăтĕнче танк командирĕ пулнисене малалла çар ĕçне вĕрентнĕ. Л.Дмитриев Кривой Рогри гварди Даманск танк училищинче вĕренме пуçлать. Училищĕне Харьковри гварди Даманск танк училищипе пĕрлештерсен, Харькова куçаççĕ. Училище пĕтернĕ хыççăн Л.Дмитриева лейтенант званийĕ параççĕ, танк ротин командирĕ пулса тăрать. Анчах фронтри контузи хăй çинчен систерсех тăнă. 1947 çулхи июльте госпитальте выртса тухнă хыççăн, Л.Дмитриева "çар ĕçĕнче юрăхсăр" тесе килне янă. Ишекре вăтам пĕлỹ илнине çирĕплетекен аттестат илсен, Л.Дмитриев Шупашкарти педагогика институчĕн истори факультетне вĕренме кĕрет. Института лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан, ăна направленипе Шăмăршă районне ĕçлеме яраççĕ. Виçпỹрт Шăмăршă, Пăчăрлă Пашьел шкулĕсенче ĕçлет вăл, пĕр хушă парти райкомĕн инструкторĕнче тата районти çут ĕç пайĕнче те тăрăшать. Карапай Шăмăршă шкулĕн директорне колхоз председателĕ пулма суйласан, районтисем Л.Д.Дмитриева çак ĕçе шанаççĕ. 1960 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех вăй хурать çак шкулта Л.Д.Дмитриев. Директор лавне туртса пынă хыççăн учительте ĕçлет, ачасене тарăн пĕлỹ парассишĕн вăй-халне шеллемест. Мăшăрĕпе _ Карапай Шăмăршă шкулĕнче вăтăр пилĕк çул хушши пуçламăш классене вĕрентнĕ Анна Михайловнапа виçĕ ача çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Шел, вунă çул каялла Анна Михайловна йывăр чирлесе çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Леонид Дмитриевич нумай çул хушши ĕнтĕ сăвăсем çырать, вĕсем темиçе тетрадь те пухăннă. Сăвă çырни ăна пурăнма хавхалантарать, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. _Пичетлеме мар, хам валли çыратăп, - терĕ сăпайлăн ватă учитель. _ Кил картинче, пахчара, ял хушшинче çỹренĕ чух пуçăма илемлĕ йĕркесем пырса кĕреççĕ те, хут çине çырма васкатăп. Вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, телейлĕ ватлăх сунатпăр эпир Сире, хисеплĕ Леонид Дмитриевич!



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 марта 2005
00:00
Поделиться