ПАТИРЕК ХĔРĔ ПАТТĂР САЛТАК ПУЛНĂ
Надежда Герасимовна Макашина (Чугунова) пирĕн районти Патирек ялĕнче çуралса ỹснĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, çамрăк учительница хăйĕн ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Çар ĕçне вĕреннĕ те, пехотăра çыхăнуçă пулса çапăçнă. Çав вăхăтрах санитарка тата медсестра тивĕçĕсене те пурнăçланă, пирĕн аманнă салтаксемпе офицерсене çапăçу хирĕнчен пĕрре çеç мар илсе тухнă. Степной, Иккĕмĕш тата Пĕрремĕш Украина фрончĕсенче çапăçса, Надя фашистсене пысăк çухатусем кỹрессишĕн тăрăшнă. Дон çинчи çапăçусенче, Курск пĕккинче, Днепр урлă каçса Киева тăшман аллинчен туртса илнĕ çĕрте Н.Чугунова паттăрлăхпа палăрнă. Çавăн пекех вăл Житомир, Ровно, Проскурово, Винница, Каменецк-Подольск, Ковель, Тернополь, Черновиц, Станислав, Дрогобыч, Львов хулисене фашистсен пусмăрĕнчен ирĕке кăларма хутшăннă. Кăнтăр Польшăра çапăçнине, Сан тата Висла шывĕсем урлă каçса Краков хулине тата пысăк пĕлтерĕшлĕ промышленноç центрне _ Верхняя Селезняна ирĕке кăларнине Надежда Герасимовна нихăçан та манаймĕ. Германи çĕрĕ çине кĕрсен, Одер, Нейсс, Шпрее çырмисем урлă çапăçупа каçнă, Эльба çине тухсан пирĕн союзниксен çарĕсемпе пĕрлешнĕ. Пĕрремĕш Белорусси фрончĕн çарĕсемпе пĕрле Берлина пырса кĕнĕ. Н.Чугунована çапăçури паттăрлăхшăн Верховнăй Главнокомандующи 12 хутчен Тав çырăвĕпе хавхалантарнă. Çавăн пекех ăна Совет Союзĕн маршалĕ Конев тата арми генералĕ Жадов Мухтав хучĕпе чысланă. Арми генералĕ Говоров "Хисеплĕ знакпа" хавхалантарнă. Тăван çĕршыв Н.Г.Макашинана-Чугунована Аслă Отечествăлла вăрçăн I степень орденĕпе тата 20 медальпе наградăланă. Надежда Герасимовна _ РСФСР çутĕç отличникĕ. 61 çул хушши вăл Патăрьел районĕнче директор, завуч тата ахаль учитель пулса ĕçленĕ. Пăшалтан тĕл перессипе тата многоборьепе темиçе хутчен те республика чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ. Н.Г.Макашина (Чугунова) _ пĕрремĕш ушкăнри инвалид, хальхи вăхăтра Патăрьелĕнче пурăнать.