Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ИЛПЕКПЕ БАРАЕВ ТАТА ЛАШМАН ЮБИЛЕЙĔСЕНЕ ХАТĔРЛЕНСЕ

Паллă ĕнтĕ, кăçал чăваш литературин шур сухалĕсем _ Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ çуралнăранпа 90, В.Бараев-Сĕркке çуралнăранпа _95, Çтаппан Лашман çуралнăранпа 105 çул çитет. Çак юбилейсене тивĕçлипе кĕтсе илес тата анлă паллă тăвас тĕллевпе, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев ятарлă Йышăну кăларнă. Йышăнупа паллă çыравçăсен юбилейĕсене кĕтсе илес тата ирттерес тĕлĕшпе туса хатĕрленĕ ĕç планне, организацилле комитет йышне çирĕплетнĕ. Оргкомитет председателĕ _ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.Н.Обаськин. Ĕç планĕпе килĕшỹллĕн, çыравçăсен юбилейĕсем тĕлне буклетсем кăларма, вĕсем çуралнă çуртсем çине Асăну хăмисем вырнаçтарма, кĕнеке выставкисем тата вулакансен конференцийĕсене йĕркелеме, В.Бараев_Сĕрккене халалланă чи лайăх сăвăсен конкурсне ирттерме тата ытти мероприятисем те палăртнă. Кăçалхи май уйăхĕнче "Ентеш писательсем _ юбилярсем" ятпа районти литература уявĕ иртет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 марта 2005
00:00
Поделиться