ЧĂВАШ НАЦИ КОНГРЕСĔН VI СЪЕЗЧĔ
ПУШ уйăхĕн 19-мĕшĕнче, шăмат кун, Шупашкарта К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕнче Чăваш наци конгресĕн VI съезчĕ иртнĕ. Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен, çавăн пекех Украинăран, Белоруссинчен, Эстонирен, Казахстанран килнĕ 320 делегат тата 300 ытла хăна хутшăннă. Конгреса, кĕске сăмах каласа, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Г.Н.Архипов уçнă. Хисеплĕ ватăсем пил панă хыççăн делегатсемпе хăнасем "Алран кайми аки-сухи" юрра мăнаçлăн шăрантарнă. Делегатсемпе хăнасене Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров чун-чĕререн саламланă, съезд ĕçĕнче ăнăçу суннă. Докладсемпе çум докладсем хыççăн съезд тивĕçлĕ резолюцисем йышăннă. Каçалапа ЧНК ертсе пыракан органĕсене (Мăн Канаш, Ваттисен Канашĕ, президент) суйланă. Ытларах сасăпа, делегатсем Чăваш наци конгресĕн президенчĕ пулма каллех Г.Н.Архипова шаннă. Съезда Шăмăршă районĕнчен 7 делегат хутшăннă. Чăваш наци конгресĕн Мăн Канашĕн членĕ пулма съезд "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн тĕп редакторĕн çумне И.М.Саландаева та суйланă. Чăваш наци конгресĕн VI съезчĕ пурте пĕрле "Алран кайми аки-сухи" юрă юрланипе вĕçленнĕ. Делегатсемпе хăнасем "Кĕмĕл сасă" фествиаль-конкурс çĕнтерỹçисен тата чăваш эстрада çăлтăрĕсен пĕрлехи гала-концертне курса савăннă.