ЮРАТУ _ ВИЛĔМСĔР!
50 ÇУЛТАН ТАТЬЯНА ЮРАТНĂ ÇЫННИНЕ _ ПАТТĂР ЛЕЙТЕНАНТА ШЫРАСА ТУПНĂ Петр Александрович Краснов хĕрĕхмĕш çулсенче районта чи нумай вĕреннĕ çынсенчен пĕри пулнă. Ярăслав каччи Васанти 7 класлă шкул хыççăн Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухнă, унтан Чаткасра учительте ĕçленĕ. 1940 çулта вара Ульяновскри педагогика институтне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Çак кулса тăракан хитре сăн-питлĕ çамрăк çынна Ярăславри тата Анат Чаткасри ватă çынсем лайăх ас тăваççĕ-ха. Çывăх тăванĕсен асĕнче вара вăл ĕмĕр çамрăк юлнă. Институт хыççăн çамрăк учитель пĕр хушă Таджикистанра ĕçлесе пурăннă, шкулта ачасене вĕрентнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан темиçе эрнерен, 1941 çулхи июль вĕçĕнче, Петр Краснов учитель хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Ăна юнлă çапăçу хирне пĕртен-пĕр çывăх çынни, хăйсен ялĕнчи ирçе хĕрĕ Таня Розова ăсатса янă. Вĕсем мĕн ачаранах туслă пулнă, Таджикистана та юратакан çамрăксем пĕрле тухса кайнă. "Эпĕ Петьăна вăрçăран кĕтсе илме сăмах патăм, - çырнă каярахпа Çĕпĕртен Т.Розова. _ Анчах та ман юратнă çыннăм фронтран таврăнаймарĕ. Эпĕ вун-вун çыру çỹретсе Петьăн вил тăприне шыраса тупрăм-тупрăмах". Татьяна Григорьевна юлашки ăсатăва _ Петя хăйне ик аллипе йăтса пристаньри пăрахут патне илсе пынине _ нихăçан та манмасси çинчен пĕлтерет. Петр Краснов лейтенант Мускав çывăхĕнчи Волоколамск патĕнче хаяр çапăçусене хутшăнать, тăшмана çĕршывăн тĕп хулине туртса илме парас мар тесе паттăррăн çапăçать. 1941 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнчи пĕр çапăçура чăваш каччи ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Юлташĕсем Петр Краснов лейтенантăн виллине тупайман, çавăнпа та ăна хыпарсăр çухалнисен шутне кĕртнĕ. Тăван ялĕнче пурăнакан амăшĕ _ Маюк аппа та ывăлĕ хыпарсăр çухалнă тесе шутланă, мĕн виличченех куççуль юхтарнă. Унăн тепĕр ывăлĕ Коля та, вăрçăра летчик пулнăскер, фронтран таврăнайман. Тюмень облаçĕнче пурăнакан Татьяна Григорьевна Розова вара хăйĕн савнийĕ хыпарсăр çухалнă тенипе килĕшме пултарайман, 50 çул иртсен Петр Краснов лейтенантăн вил тăприне шыраса тупнă. Ăна шырав ĕçĕнче Мускав облаçĕнчи Волоколамск районĕнчи Осташевăри Декабристсемпе партизансен музейĕн сотрудникĕсем пысăк пулăшу панă. Петр Краснова çав районти Жуковка ялĕнчи тăванла масар çине пытарнине пĕлтернĕ. Таня Розова юратнă çыннин вил тăприне курма кайса килнĕ, чĕрĕ чечексем хунă. Çакăн пек чăн-чăн юрату пулнă Петьăпа Таня хушшинче. Вĕсем пек паттăр та таса чунлă çынсене ăмсанмалли çеç юлать. Эс ăсатрăн ăна куççульпе, Чуп тума вăтантăн, пĕреххут. Çỹçентерчĕ чуна сассипе Инçете ишекен пăраххут. Сулса пычĕ савни аллине, Эс те султăн. Султăн темччен. Юлашки хут ăна курнине Ун чухне шутлама та пĕлмен... Таврăнмарĕ савни вăрçăран. Ĕненмерĕн эс вăл çуккине. Шыраса тупрăн 50 çултан Ешĕл курăклă вил туприне. Аллунти чечек çыххине Çутă сывлăм, çук, йĕпетмен. Чараймастăн вĕри куççульне _ "Качча тухрăм, савни, ан çиллен...".