Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

СИРĔН ВАЛЛИ, ВЫПУСКНИКСЕМ

Раççейри Халăхсен туслăхĕн университечĕ (РУДН, Мускав хули) çак факультетсенчи тĕллевлĕ вырăнсене вĕренме илесси çинчен пĕлтерет: 1) инженери _ 1 вырăн; 2) физикăпа математика тата естественнăй наукăсем _ 1 вырăн; 3) медицина - 1 вырăн; 4) экологи е аграри - 1 вырăн; 5) гуманитарипе социаллă наукăсем е филологи - 1 вырăн; 6) экономика - 1 вырăн; 7) юридици - 1 вырăн. Университета вĕренме кĕрес текенсен апрелĕ 1-2-мĕшĕсенче Шупашкарта суйласа илнĕ предметсемпе тỹлевлĕ тестировани (600 тенкĕ) иртмелле. Чи нумай балл пухнă абитуриентăн 2005 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен ют чĕлхесемпе общеобразовательнăй дисциплинăсен факультетĕнче вĕренме Университетăн расчетлă счечĕ çине 30 пинрен пуçласа 80 пин тенкĕ таран укçа куçармалла. Çакна палăртмалла: общежитире хĕрсем валли вырăн сахал, Университет 2 студенткăна кăна общежитие вырнаçтарма пултарать. Тестировани валли заявлени çырмалла, мĕнле вĕреннине çирĕплетекен документ копине тата район администрацийĕнчен илнĕ направление мартăн 24-мĕшĕччен Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацине тăратмалла (Шупашкар хули, Правительство çурчĕ, 336 каб. Тел. 39-36-05; 62-15-18.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 марта 2005
00:00
Поделиться