Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КОНКУРС ПУРНЕ ТЕ САВĂНТАРЧĔ

ÇАК кунсенче Асанкасси клубĕнче интереслĕ конкурс иртрĕ. О.Драгунова, Л.Сесюкина, О.Карсакова, Н.Судукова, Э.Драгунова çамрăк хĕрсем, М.Исаева, Н.И.Кадеева, Н.В.Кадеева, А.Исаева, Т.Данилова çемьеллĕ хĕр арăмсем командăсем йĕркелесе ăмăртрĕç. Вĕсем çĕнĕ мода кăтартрĕç, артистсене сăнласа пачĕç, кулăшла интермедисем лартрĕç, юрă-ташăпа савăнтарчĕç тата эстафета ирттерчĕç. Залра ларакансене уйрăмах М.Исаева Верка Сердючка ташшине ташлани питĕ килĕшрĕ. Конкурсра туслăх çĕнтерчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 марта 2005
00:00
Поделиться