ХАЛĂХШĂН ТĂРĂШАССИ
Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин вырăнти уйрăмĕ _ районти пысăк пĕлтерĕшлĕ политика вăйĕ. Калас пулать, партин халăх хушшинчи авторитечĕ те пĕрмай ỹссе пырать. Партин вырăнти уй рăмĕ 510 членпа парти майлă 400 ытла çынна пĕрлештерет. Отчетлă тапхăрта _ 2004 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчепе "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти ретне çĕнĕрен 86 çынна илнĕ. Парти членĕсем хушшинче _ районти промышленноç тата ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем, район тата ял администрацийĕсен яваплă ĕçченĕсем, ял çамрăкĕсем, производствăра малта пыракансем. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин районти вырăнти уйрăмĕ 16 пуçламăш организацие пĕрлештерет. Чи пысăккисем _ Шăмăршăри, Карапай Шăмăршăри, Пуянкассинчи, Анат Чаткасри, Палтиелĕнчи пуçламăш организацисем. Чи тивĕçлисене парти ретне илес тĕлĕшпе Карапай Шăмăршăри, Баскакри, Васанти пуçламăш организацисем пуçаруллă ĕçленине палăртмалла. Пирĕн парти членĕсем пурте тенĕ пекех район администрацийĕ тата партин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕ ирттерекен мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. Вырăнти политсовет пуçарнипе отчетлă тапхăрта темиçе экологи субботникĕ тата спорт мероприятйиĕ ирттернĕ. Пирĕн парти членĕсем Чăваш Республикин Президенчĕн "Парксемпе садсен çулталăкне ирттересси çинчен" Указне пурнăçлама та тăрăшса пуçăнчĕç. Партин Шăмăршăри вырăнти уйрăмĕ республикăра чăн малтисен шутĕнче çăмăллăхсене монетизацилесси çинчен калакан Федераллă Саккуна ырласа вăрçăпа ĕç ветеранĕсен митингне ирттерчĕ. Митинга хутшăннисем пĕр кăмăллă пулса пирĕн правительствăпа Н.В.Федоров Президент вăрçăпа ĕç ветеранĕсен çăмăллăхĕсене упраса хăварассишĕн тăрăшнине ырлани çинчен пĕлтерчĕç. "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти хăйĕн чи малтанхи утăмĕсенчех экономикăна аталантарассишĕн тăрăшнине кăтартрĕ. Шăмăршăри вырăнти уйрăмри парти членĕсенчен 19 проценчĕ ял хуçалăх тата промышленноç предприятийĕсенче, 20 проценчĕ _ халăха вĕрентес ĕçре, 11 проценчĕ _ сывлăх хуралĕнче, 8 проценчĕ культурăра вăй хураççĕ. Кăçалхи майăн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 60 çул çитет. Пирĕн парти членĕсем вăрçăпа ĕç ветеранĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлаттассишĕн, вĕсем çине ытларах тимлĕх уйăрассишĕн тăрăшаççĕ.