Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ВĂРМАН АУКЦИОНĔ ИРТНĔ

Мартăн 3-мĕшĕнче Шăмăршă вăрман хуçалăхĕнче вăрман аукционĕ пулса иртнĕ, унта пурĕ 65 организаципе уйрăм çын хутшăннă. Аукцион иртерме Шупашкартан, вăрман хуçалăх агенствинчен ятарлă комисси килнĕ. Аукционра касмалли вăрманшăн чи нумай укçа тỹленисем çĕнтернĕ. Вĕсен шутĕнче "Агрофирма Карлинская" ЗАО, Комсомольски районĕнчи К.Алякин, "Саид" ООО, Шăмăршăри Н. Портнов, "Строитель" ООО, "Росс" ООО тата ыттисем _ пурĕ 24-ăн.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 марта 2005
00:00
Поделиться