Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТЫТКĂНЛАРĔ ЮРĂ-ТАШĂ ЧУНА...

Аслă Çĕнтерỹ 60 çул çитнине халалланă районти художество коллективĕсен смотрне хутшăнса, анатчаткассем, васансемпе виçпỹртшăмăршăсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă хыççăн, Шăмăршăри Культура керменĕн сцени çине Карапай Шăмăршă ял администрацийĕн художество ушкăнĕ тухрĕ. Коллектив хăйĕн программине хор юрланă "Солдаты минувшей войны", "Тĕл пулу юрри" юрăсемпе уçрĕ (художество руководителĕ тата аккомпаниаторĕ Н. Медведева). Пысăк хор çак юрăсене мăнаçлăн та çĕкленỹллĕ туйăмпа шăрантарчĕ. Вăтам шкулти ансамбльсем "Вечер на рейде", "Кукушка", "Акăшсем", "Василек" ача садĕнчи хĕрарăмсемпе хĕрсен ушкăнĕсем "Шан мана, салтакăм", "Килсе кĕчĕ çуркунне", культура ĕçченĕсен ансамблĕ "Ыталам-и, кăйкăр тусăм", арçынсен ушкăнĕ "Вы шумите, березы" юрăсене илемлĕн юрларĕç. Медведевсен çемье ансамблĕн "Аюшка" юррине те залра ларакансем ăшшăн йышăнчĕç. РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ З.Падюкова тата Н.Солдатова уйрăм солистсем хăйсен хитре сассисемпе кашнинех тыткăнларĕç. А.Медведевапа Р.Козлова патриотла сăвăсене чуна тивмелле вуларĕç. Художество коллективĕ "Вăрçă пуçланнă кун" композици кăтартни, З.Падюковапа В.Александров А.Толстойăн "Яла таврăнсан" пьесинчи сыпăка выляса пани программăна илем кỹчĕ. В.Столяровпа П.Измайлов купăсçăсем вара чăваш кĕввисемпе килентерчĕç. Антонина Нефедова Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта "Çăлтăр" ташă коллективне йĕркелесе яни иккĕмĕш çул кăна-ха. Çак пысăк коллективăн ушкăнĕсем "Ахаяс", "Морячка" тата "Граница" ташăсемпе кăмăла çĕклерĕç. Концерт программине Е.Петьковапа Н.Купташкина учительницăсем ăста ертсе пычĕç. Культура çурчĕн заведующийĕ З.Падюкова, Н.Медведева баянист тата художество коллективĕ халăха чăннипех те лайăх программăпа савăнтарчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 марта 2005
00:00
Поделиться