Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПУРНĂÇНЕ ÇЫХĂНТАРНĂ ШКУЛПА

Асанкассинчи чи сумлă çынсенчен пĕри _ А.Н.Драгунов. 40 çул ытла пуçламăш классене вĕрентнĕ Александр Николаевич, тăван ялта 300-ре яхăн ачашăн иккĕмĕш атте пулса тăнă. Вăл вĕрентнĕ ачасенчен чылайăшĕ аслă пĕлỹ илнĕ. Çак кунсенче А.Н.Драгунов 80 çул тултарчĕ. Асанкассинчи пуçламăш шкулти актовăй зала ăна чыслама ял çыннисем _ вăл вĕрентнĕ ачасем, ялти специалистсем, Александр Николаевичпа пĕрле ĕçленĕ учитель-ветерансем, халĕ ĕçлекен педагогсем йышлăн пухăнчĕç. Ял администраци пуçлăхĕ Л.В.Драгунова педагогика ĕçĕн ветеранне райадминистрацин Хисеп грамоти, "Нива" ЗАО ертỹçи Г.А. Исаев хаклă парне парса хисеплерĕç. Пухăннисем А.Н.Драгунов çинчен ăшă сăмахсем нумай каларĕç. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче, 1943-1945 çулсенче, А.Н.Драгунов салтак тивĕçне пурнăçланă. Малтанах вăл Пенза хулин çывăхĕнче запасри полкра тăнă, кайран ăна çыхăну çар училищине вĕренме янă. Вăрçăчченех Патăрьелĕнчи педагогика училищине пĕтернĕ çамрăка учитель профессийĕ ытларах илĕртнĕ. Çавна май вăл 1945 çулхи декабрьте çар училищинче хăйне курсантсен йышĕнчен кăларма ыйтса рапорт çырса панă та демобилизаци йĕркипе çуралнă кĕтесе таврăннă. Александр Николаевич 10 çул хушши районти тĕрлĕ шкулсенче ĕçленĕ, каярахпа вара, 1955 çулта, тăван ялта яланхи ĕç вырăнĕ тупăнсан, Асанкассинчи ачасене вĕрентме пуçланă. 1987 çулчченех тỹрĕ кăмăлпа вăй хунă вăл кунта. Пĕтĕмĕшле педагог стажĕ 42 çулпа танлашать. Пархатарлă ĕçшĕн А.Н.Драгунова Хисеп грамотисемпе чысланă. Вăрçă çулĕсенче салтак тивĕçне присяга хушнă пек пурнăçланăшăн ăна юбилей медалĕсемпе те наградăланă. Мăшăрĕпе _ Елена Никитичнăпа _ пĕр хĕрпе 2 ывăл ỹстерсе çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Тоня _ фельдшер, Петя _ врач. Вĕсем Шупашкарти больницăсенче ĕçлесе пурăнаççĕ. Коля Хусанти шалти ĕçсен пайĕнче вăй хурать. Вăл _ милици майорĕ. Ачисем те, мăнукĕсем те ватăсене тулли савăнăç кỹрсе тăраççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 марта 2005
00:00
Поделиться