Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КОНЦЕРТ ТА, КУРАВ ТА

 Районти ача-пăча пултарулăх çурчĕ çумĕнчи художество коллективĕсем çак кунсенче Шăмăршăри Культура керменĕнче пысăк концерт кăтартрĕç. Программăри тĕрлĕ ташăсене, сценкăсене, эстрада миниатюрисене тата шỹт-кулăша залра ларакансем алă çупса йышăнчĕç. "Фламинго" (художество руководителĕ В.Кузьмина), "Эдельвейс" (Е.Шумилова) ташă ансамблĕсем, "Витамин" театрăн коллективĕ (Л.Шумилова) хăйсен пултарулăхĕпе чăннипех те савăнтарчĕç. Культура керменĕн фойинче вара çак кун декораципе прикладной искусство выставки уçăлчĕ. Кунта "Семицветик" (руководителĕ З.Сапрукова), "Сабрина" (А.Ефремова), "Хозяюшка" (Т.Ванюшина, Е.Федорова), "Художественная мастерская" (Ю.Яковлева) кружоксенчи ачасен тĕрлĕ творчество ĕçĕсем курма килнĕ çынсен чун-чĕринче ăшă туйăмсем хăварчĕç. Кружоксен руководителĕсем ачасене илемлĕхе курма, ăна тĕрлĕ материал çине куçарма хăнăхтарни тỹрех сисюнчĕ. Концертпа та, выставкăпа та çынсем кăмăллă юлчĕç. Паллах, кружоксенчи ачасем пурте художниксем, ташăçăсем, паллă алă ăстисем пулаймĕç. Анчах та педагогсем вĕсен тĕнче курăмне пуянлатса, творчество шухăшлавне малалла аталантарса пыни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 марта 2005
00:00
Поделиться