Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КАЛЛЕХ ЧАТКАССЕМ МАЛТА

Йĕлтĕрпе ăмăртса мала тухассишĕн районти шкул ачисем хушшинче пысăк ăмăрту иртнĕ. Тỹрех ăнланчĕç пулĕ, малти пĕрремĕш вырăнсене Анат Чаткас шкулĕнче вĕренекен П.Кашицын, А.Ильина, А.Зыкова, А.Фадеев, О.Мартынова, П.Самсонов çĕнсе илнĕ. Пуянкассинчи А.Бондареев (3-мĕш вырăн), Шăмăршăри О.Куприяновапа (2-мĕш вырăн), А.Ларионов (3-мĕш вырăн) та йывăр пулсан та парнесене тивĕçнĕ. Ытти призлă вырăнсенче каллех анатчаткассен А.Лукьянов, М.Капралова, Т.Фадеева, О.Угасина, А.Ухорская, А.Матвеев, Е.Тихонова, П.Воробьев, М.Зыков çамрăк спортсменĕсем. Шкул командисене илес пулсан, пĕрремĕш картлашка çинче анатчаткассем, иккĕмĕшĕнче _ пуянкассисем, виççĕмĕшĕнче _ шăмăршăсем. Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарас умĕн



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 марта 2005
00:00
Поделиться