Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЫРĂ ÇЫН ПУЛАССИ АЧАРАН ПАЛЛĂ

Шăмăршăри лицейра 10 класра вĕренекен Наталья Тимофеева кăçал Чăваш Республикин Президенчĕн уйăхсерен тỹлекен стипендинеилме тивĕç пулнă. Вĕренỹре чи лайăх паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать хĕр, обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать. Пĕрле вĕренекен тус-юлташĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Шкул аичсем хушшинче ирттерекен олимпиадăсенче физика, биологи, вырăс чĕлхи, хими, математика, географи предмечĕсемпе малти вырăнсене йышăнма пултарнă. Пушă вăхăтра кĕнеке вуласа тĕнчекурăмне аталантарма тăрăшать. Наталья кил хушшинчи ĕçсенче ашшĕ-амăшне те пулăшма ĕлкерет. Пĕлтĕр Президент стипендине Шăмăршăри шкулта вĕренекен Михаил Мартынов тивĕçнĕччĕ. Халĕ каччă тăрăшсах экзаменсене хатĕрленет. Ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе аслă шкула çул тытасшăн вăл



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 марта 2005
00:00
Поделиться