Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"ЧĔРЕМ УЙ-ХИРЕ ТУРТАТЬ"

Унăн ĕç биографийĕ ытти вун-вун çамрăкăнни пекех: вăтам шкул, салтак служби, юратнă ĕç... _Ял пурнăçĕ мана килĕшет, - тет "Восход" кооператив тракторисчĕ Николай Степанов. _ Салтакран таврăнсан та таçта аякка каяс темерĕм, авланса çемье çавăртăм та атте-анне пекех тăван хуçалăхра ĕçлеме пуçларăм. Кольăна Т-150 трактор шанса панă. Хуçалăхра ун валли ĕç нумай: çуркунне тата кĕр акинче çĕр хатĕрлет, çĕртме сухи тăвать. Вăрмантан йывăç е вутă кăларма та хăватлă трактор кирлĕ. _Чĕрем уй-хирех туртать,- тет Николай Степанов. _Çур аки çитессе тỹсеймесĕр кĕтетĕп. "Восход" кооперативри хастар механизатора Николай Степанова кăçал Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине тỹлесе тăраççĕ. Çак пысăк чыс Кольăна çав тери савăнтарать, тата та тăрăшарах ĕçлеме вăй-хăват хушать



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 марта 2005
00:00
Поделиться