Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

САВĂНМАСĂР ĂÇТАН ЧĂТТĂР ЧУН?

ПУШ уйăхĕн малтанхи эрни вĕçĕнче Кивĕ Шăмăршă ялĕ кĕрлесе-шавласа кăна тăчĕ. Çуркунне çитрĕ-çке! Епле илемлĕ те хĕвеллĕ пулчĕ тата çав кунсенче! Шăмат кун ялта туй кĕрлерĕ. Мĕнлерех ырă пулăм вăл _ ялта туйсем кĕрлени, ача-пăча сасси илтĕнсе тăни! Çак кун Асьял каччи Сергей Ларионовпа Шăмăршăн чипер хĕрĕ Татьяна Саландаева пĕр-пĕрне юратни çинчен çирĕплетсе ылтăн çĕрĕсем тăхăнтартрĕç, телейлĕскерсем, мăшăрланса çĕнĕ çемье çавăрчĕç. Вырсарни кун вара, çанталăк илемлине кура та пуль, ватти-вĕтти те урамра пулчĕç. Çамрăксем лашасем çине ларса катаччи чупрĕç. Яш-кĕрĕмĕн хаваслă сасси, юрри-ташши каç кỹлĕмчченех илтĕнсе тăчĕ ялта. Акă чиркỹ чанĕ, кĕлĕ пуçланасси çинчен пĕлтерсе илемлĕн янăрама пуçласанах аслăраххисем ял илемне кỹрсе ларакан чиркỹ патнелле утма пуçларĕç. Каçхи кĕлĕ пуçланчĕ. Урамра тĕттĕмленсен вара ял халăхĕ клуба пуçтарăнма пуçларĕ. Паян кунта Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе ирттерекен уяв каçĕ пулать. Часах чуна тыткăнлакан вальс кĕвви илтĕнсе кайрĕ те сцена çинче юр пек шурă балл кĕписене тăхăннă хĕрсен ушкăнĕ çутă кỹлĕри акăшсем евĕр илемлĕ ташă пуçларĕ. Зала лăк тулли пухăннă халăх тăвăллăн алă çупса ячĕ. Епле илемлĕ вĕт-ха вăл _ çамрăклăх! "Настяпа Екатерина Антоновасем, Марина, Нина, Катя Кудряшовасем, Клавапа Люция Ларионовасем, Маринапа Катя Семеновасем, Оля Яковлева!", - паллаштарчĕ конферансье хỹхĕм пỹ-силлĕ хĕрсемпе... Малти ретсенче ларакан, çак уяв каçне ятарласа чĕннĕ ватă асаннесемпе кукамайсем, хăйсем те 50-60 çул каялла çак чипер хĕрсем пекех çамрăк та илемлĕ пулнине аса илчĕç пулмалла, нумай хура-шур курса пĕтĕркеленнĕ сăн-пичĕсем çуталчĕç, мăнукĕсем çине пăхса чунтанах хĕпĕртерĕç. Нумай ăшă сăмах, илемлĕ юрă-ташă, куççуль кăлармалли асаилỹсем пулчĕç уяв каçĕнче вăрçă нуши-тертне чăтса ирттернĕ, йывăр ĕçне кушăрканă алăллă хисеплĕ ватăсен ячĕпе. Уяв каçне малалла тăсса, ял пикисен икĕ ушкăна пайланса "Ах, епле маттур вĕсем, пирĕн ялăн хĕрĕсем!" конкурсра тупăшрĕç, хăйсен ташă-юрăри пултарулăхĕпе, алă ĕç ăсталăхĕпе, сăпайлăхĕпе, тавра курăмлăхĕпе куракансене савăнтарчĕç те, тĕлĕнтерчĕç те. Денис Маштаков чăваш ташшине пултаруллă ташланине те, Оксана Рыкина студенткăн çепĕç сассине те, Нина Ларшниковапа Надежда Миронова пенсионеркăсем ĕлĕкхи юррисене юрланине те куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Конкурс хыççăн вара вăрçă вăхăтĕнче ачаллах нуша курса ỹснĕ ватăсем çавра сĕтел хушшине ларса иртнĕ пурнăçа, йывăр вăрçă çулĕсене, вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă тантăшĕсене, вăрçăра пуç хунă савнă мăшăрĕсемпе савнийĕсене аса илсе куççуль кăларса калаçса ларчĕç, вăрçă хыççăнхи юрăсене юрласа савăнчĕç. Такмак каласа "Хĕр ташши" ташлама та манман иккен-ха асаннесем! Çурçĕр çитеспе тин саланчĕ ял халăхĕ клуб çуртĕнчен. Уяв каçне йĕркелесе ирттернĕшĕн ялти ветерансен тата хĕрарăмсен совечĕсене, культура ĕçченĕсене чĕререн тав турĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 марта 2005
00:00
Поделиться