Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЭЛЕКТРОЭНЕРГИ ВĂРЛАКАНСЕН ÇУЛНЕ ПỸЛЕС ТĔЛЛЕВПЕ _ КООРДИНАЦИЛЛĔ КАНАШЛУ

КĔÇНЕРНИ КУН, мартăн 10-мĕшĕнче, район администрацийĕнче "Чувашэнерго" ОАО, "Чувашская энергосбыточная компания" ОАО тата райадминистраци представителĕсен координациллĕ канашлăвĕ иртрĕ. Канашлăва райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ В.К.Андронов, "Чувашэнерго" ОАОн кăнтăр районĕсенчи электросетьсен директорĕ В.И.Титов, "Чувашская энергосбыточная компания" ОАОн Патăрьелĕнчи филиалĕн директорĕ Д.Н.Гаврилов, "Коммунальник" МУП директорĕ В.К.Воробьев, районти шалти ĕçсен пайĕн экономика преступленийĕсемпе кĕрешекен аслă оперуполномоченнăйĕ В.Ф.Волков тата ыттисем хутшăнчĕç. Тĕпрен илсен, канашлура калаçу икĕ ыйту тавра пычĕ: электроэнерги вăрлакансене тупса палăртас ĕçе _ рейдсене милици сотрудникĕсене, район, ялсен администрацийĕсен представителĕсене анлăн явăçтарасси тата укçа тỹлемесĕрех электроэнергипе усă куракансене çирĕп ответ тыттарасси. Тухса калаçакансем çакна палăртрĕç: Шăмăршă районĕнче электроэнерги вăрласси анлăн сарăлнă. Электроэнергишĕн кашни уйăхрах тỹлесе пырасси те кирлĕ пек пымасть. Çак икĕ сăлтава пула электроэнергишĕн тỹлемелли пĕтĕмĕшле сумма кăçалхи февральте кăна 46 процент катăлнă. Ку, паллах, йĕркеллĕ пулăм мар. Электроэнерги вăрлакансен çулне татăклăн пỹлес тĕллевпе кăçал Шăмăршă районĕнчи электросеть çумĕнче контролерсен службине йĕркеленĕ. Контролерсем ĕçе активлă пуçăннă: ялсем тăрăх тĕрĕслесе çỹренĕ май, кăçалхи февральте кăна вĕсем 115 акт çырнă. Штрафсен пĕтĕмĕшле сумми 100 пин тенкĕ патнеллех кармашать. Йĕркене пăсакансен 5 пин таранах штраф тỹлеме тивет. Канашлăва хутшăннисем çавăн пекех электроэнерги вăрлакансем пирки район хаçачĕпе радиовещани редакцийĕсене тăтăшах пĕлтерсе тăма калаçса татăлчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 марта 2005
00:00
Поделиться