Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТЕННИС ТУРНИРĔ ИРТНĔ

Кỹршĕллĕ Çĕпрел районĕнчи Саплăк ялĕнче В.Юдин предпринимателе асăнса теннисла выляса пилĕк команда хушшинче турнир иртнĕ. Унта пирĕн Шăмăршă команди те хутшăннă. Хĕрсем хушшинче ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн вĕренекенĕ Алина Корчакова пĕрремĕш картлашка çине хăпарма тивĕç пулнă. Арçын ачасенчен Спартак Хафизов иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çитĕннисем вара тата хĕрỹрех вылянă. Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ С.Хафизов пĕрремĕш, кунтах тренерта ĕçлекен В.Ермошкин иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Приз çĕнсе илекенсем хушшинче абсолютлă чемпион ятне çĕнсе илессишĕн пынă тупăшура Спартак Хафизов çĕнтерỹçĕ пулса тăнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 марта 2005
00:00
Поделиться