ЧАТКАСĂН МАТТУР КАЧЧИ _ "ХУРÇĂ УТ" ХУÇИ
Алюш-и? Ăçта пултăр _ ĕçре, - терĕç пире Алексей Козлов тракторист пирки ыйтсан техника паркĕнче тăрмашакан механизаторсем. _Кĕпи аркине вут хыпнă пек вĕт, пирĕн Алюш _ чупса ĕçлет! _ шỹтлесе илчĕç ватăраххисем. _Пулмаллипех пулнă, - килĕшрĕç ыттисем. _ Чăн-чăн çĕр çынни. Çакăн пек лайăх характеристика панă хыççăн Алексей Козлова шыраса тупасах килчĕ. Вăл выльăх-чĕрлĕх витинчен тислĕк кăларни çинчен пĕлтĕмĕр те, хĕллехи сивĕ çил çан-çурăма витĕр каснине пăхмасăр ферма еннелле таплаттартăмăр. Чăнах та, витерен тулли тележкăллă "Беларуç" трактор йăраланса тухать иккен. Руль умĕнче ларакан çамрăк каччă пире курсан йăл! кулса илчĕ те, тракторне чарса çĕре сиксе анчĕ. _Хамăн трактор мар-ха ку, пулăшма килтĕм, - пĕлтерчĕ Алеша. _Эпĕ ДТ-па ĕçлетĕп, ыран ирех хирти ураран улăм турттарма каятпăр. Вăтам пỹллĕ, кулса тăракан пит-куçлă çивĕч каччăпа калаçма та кăмăллă. Тракторист правине Анат Чаткасри вăтам шкултан вĕренсе тухнă чух илнĕ иккен. "Хурçă утпа" ĕçлеме аслăрах юлташĕсенчен _ В.Фадеевпа В. Юмановран хăнăхнă. _Ман пек çамрăксем гусеницăллă тракторпа ĕçлесшĕнех мар, - пытармасть Алеша. _ Эпĕ вара "хурçă утсăр" пурăнма та пултараймастăп, танк çинче пынă пек туйăнать. "Чăн-чăн çĕр çынни", - тенĕччĕ А.Козлов пирки механизаторсем. Тĕрĕсех каларĕç иккен: çĕр сухалама, тăпра хатĕрлеме, тырă акма ăна шанаççĕ. Шанса панă ĕçе яланах тỹрĕ кăмăлтан пурнăçлать, вăл акнă хирсене районти комисси те лайăх хак панă. Ĕçне кура _ хисепĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Алексей Козлов механизатора кăçал Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине тỹлесе тăма йышăннă. Маттур, Алеша