Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

АВАН-И, ÇУРКУННЕ! КĔМĔЛ

КĔМĔЛ шăнкăрав сассипе, савăк кулăпа, илемлĕ юрă-кăвĕпе янăраса тăчĕç мартăн 8-мĕшĕнче Шăмăршă урамĕсем. Хĕле ăсатмалли уява таври ялтан ватти-вĕтти пуçтарăннă. Виçшер лаша кỹлнĕ лавсем те, пĕр лашаллисем те пĕкĕ çинчи шăнкăравсен кĕввипе уява илемлетрĕç. Капăр тумланнă яш-кĕрĕм çăварни юррисене шăрантарчĕ. Культура ĕçченĕсем те чаплă программа хатĕрленĕ. "Общепит" ООО сутуçисемпе уйрăм предпринимательсем уява килнисене вĕри чейпе, техĕмлĕ шашлăкпа, çуллă икерчĕпе, ытти апат-çимĕçпе хăналарĕç. Çак кун суту-илỹ ярмăркки те ĕçлерĕ, кашниех хăй килĕшекен тавара суйласа илме пултарчĕ. Спорт мероприятийĕсем уйрăмах интереслĕ иртнине палăртмалла. Михĕ тăхăнса чупнине, йывăç урапа (ходули) утнине, армреслинг тата дартс ăмăртăвĕсене куракансем питĕ килĕштерчĕç. Кире пуканĕ йăтакансемпе вĕрен туртакансем, çуран чупакансем хушшинче çамрăксемпе пĕрле аслă çулхисем те пурччĕ. 24 килограмлă кире пуканĕ йăтнă çĕрте çамрăксенчен Петр Самсонов (Анат Чаткас), çитĕннисенчен Наиль Айметов (Çĕпрел районĕ) паттăра юлчĕç. Вĕрен туртакансенчен Шăмăршă ял администрацийĕн туслă командинчен вăйлăраххи пулмарĕ. 60 метра чупса Роза Хамдеева призĕсемшĕн хĕрỹ ăмăрту пычĕ. Кунта Олеся Герасимова (Шăмăршă) тата Денис Петров (Карапай Шăмăршă) мала тухрĕç. Николай Пименов призĕсемшĕн 8х400 эстафетăра Карапай Шăмăршă ял администрацийĕн команди çĕнтерчĕ. Хоккей площадкинче Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпỹрт командипе Шăмăршă районĕн пĕрлештернĕ команди, Карапай Шăмăршă ял администрацийĕпе район центрĕн "Эвита" команди тĕл пулчĕç. Патăрьелсем тата "Эвита" çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕç. Спортпа кану уявне Шăмăршă, Карапай Шăмăршă, Палтиел ял администрацийĕсем хастар хутшăннине палăртса хăвармалла. Çав вăхăтрах Виçпỹрт Шăмăршă, Патирек, Асанкасси ял администрацийĕсем спортпа культурăллă кану çине алă сулнă пулас. Нивушлĕ района темиçе спортсмен та пулин илсе килме пултарайман-ши ĕнтĕ? Хĕле ăсатмалли уяв асра юлмалла иртрĕ, чипер те ăшă Çуркуннене "Килех!" тесе каларăмăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 марта 2005
00:00
Поделиться