Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇĂВАРНИ ÇУНИ ÇУНАТЛĂ... КИВĔ ЧУКАЛ.

Чăн-чăн спорт уявĕ пек иртрĕ çăварни кунĕ Кивĕ Чукалта. Пĕкĕ çине шăнкăрав çакнă лашасем чупни те, çăварни юррисене шăрантарни те уява илем кỹчĕ. Ял çамрăкĕсем вĕрен туртса, кире пуканĕ йăтса, чупса ăмăртрĕç. Шкулти спорт залĕнче волейболла вылярĕç, кĕрешсе вăй виçрĕç. Сутуçăсем техĕмлĕ шашлăкпа, вĕри икерчĕпе тата пылак чейпе сăйларĕç. Спортсменсене Александр Артемьев спонсор хавхалантарчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 марта 2005
00:00
Поделиться