ЮРРИ-ТАШШИ _ ЧУН УÇÇИ
Шăмăршăри Акатуйĕнче те, ялти концертсенче те Антоновсен çемье ансамбльне куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнаççĕ. Зоя Николаевна _ виçĕ ача амăшĕ, ачисем те хăй пекех юрлама-ташласа ăста. _Уйрăмах чăваш юрри-такмакне килĕштеретĕп, - тет З.Н.Антонова, Васан ял администрацийĕн специалистĕнче ĕçлекенскер. _ Хама кура, ачасем те хаваслă. Пĕрле пуçтарăнсан, çĕнĕ юрă е такмак вĕренетпĕр, ваттисенчен те çыра-çыра илетпĕр. Зоя Николаевнан мăшăрĕ _ Анатолий Николаевич _ хăй концертсене хутшăнмасть пулин те "килти артистсене" ырлать. Юрлакан çемьере _ яланах килĕшỹ, çирĕп юрату, илем. Антоновсен ачисем пурте Васанти халăх музейĕ çумĕнчи "Мерчен" ансамбле çỹренĕ. Асли _ Алина _ халĕ Шупашкарта Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинче тăваттăмĕш курсра вĕренет. Ун хыççăнхи _ Саша _ ялти вăтам шкулта 11-мĕш класра пĕлỹ илет. Вăл уйрăмах ташлама юратать, "Мерчен" ансамбле çỹрет. Кĕçĕнни _ Алиса _ 8-мĕш класра вĕренет, "Мерчен" ансамбльте пĕччен те, ушкăнпа та юрлать. "Шăпчăксен çемйи", - теççĕ ял-йышра Антоновсем пирки. Çапла калама сăлтавĕ те пур. Кил-çуртĕнче яланах тирпейлĕ, çуллахи вăхăтра умри пахчинче илемлĕ чечексем ешереççĕ. Пахчинче чăнласах та шăпчăк йăва çавăрнă, Антоновсемпе пĕрле ăмăртмалла юрă шăрантараççĕ...