Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ШКУЛ ДИРЕКТОРĔСЕН СЕМИНАР-КАНАШЛĂВĔ

Çак кунсенче Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта районти шкулсен директорĕсен семинар-канашлăвĕ иртнĕ. Вăл шкулпа паллашнипе, ачасен ĕçне, пултарулăхне хакланипе пуçланнă. Директорсем технологи урокне кĕрсе курнă, класс тулашĕнче иртекен мероприятисемпе паллашнă. Шкул презентацине информатика кабинетĕнче вырнаçтарнă экранпа кăтартса паллаштарнă. Хальхи вăхăтра Шăмăршă шкулĕнче 786 ача вĕренет, вĕрентекенсем 78-ăн. Семинар-канашлура Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 60 çул çитнине халалласа шкул директорĕ В.Антонов доклад туса панă, фактсем илсе кăтартнă. Канашлăва район администрацийĕн вĕрентỹ управленийĕн пуçлăхĕ Г.П.Бабочкин та хутшăннă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 марта 2005
00:00
Поделиться