Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"МОРЯКСЕМПЕ" "ЛЕТЧИКСЕМ" ĂМĂРТРĔÇ

Шăмăршăри "Аленушка" ача садĕнче, музыка руководителĕ Валентина Кудряшова тата Наталья Ширшлина воспитатель ертсе пынипе, Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен кунне халалласа КВН вăййи иртрĕ. Аслă ушкăнри арçын ачасем _ вĕсем "Летчиксем" тата "Моряксем" командăсене пайланса ăмăртрĕç _ художество мелĕсемпе усă курса пĕр-пĕрне саламларĕç, çар обмундированине хăвăрт тăхăнас-хывас тĕлĕшпе вăй виçрĕç, строй юррине юрларĕç, салтаксен пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене хуравларĕç, тупмалли юмахсене шĕкĕлчерĕç. Музыка тăхтавĕсем вăхăтĕнче хĕр ачасем юрă-такмак шăрантарчĕç. Семен Мульдияровпа Андрей Бакланов вара моряксен ташшипе савăнтарчĕç. Итогсене пĕтĕмлетсен "Моряксем" çĕнтерни палăрчĕ. Вĕсем призсем _ тетте-карапсем илчĕç. "Летчиксем" те парнесемсĕр юлмарĕç, вĕсем тетте-самолетсене тивĕçрĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 марта 2005
00:00
Поделиться