КИЛĔРЕН САВĂНĂÇ ВАЛЕÇЕТ
Валентина Ивановна Мулякова _ Шăмăршăра паллă çын. Çирĕм çул ытла ĕнтĕ вăл район центрĕпе комбинат тăрăхĕнчи урамсенче пурăнакансене хаçат-журналпа тĕрлĕрен корреспонденци валеçет. _Почтальонка ĕçĕ мана килĕшет, - тет Валентина Ивановна. _Кашни кунах çынсене савăнăç валеçетĕп-çке. Тав сăмахĕ илтме питĕ кăмăллă. В.И.Мулякова кăçал вулакансене 194 экземпляр тĕрлĕрен хаçат-журнал валеçет. Çак сумлă йышра районти "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат 54 экземпляр. Эпир Валентина Ивановнана район хаçатне сарас тĕлĕшпе тăрăшнăшăн чĕререн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, телей сунатпăр. 1977 çулта вăтам шкул пĕтерсен Кивĕ Чукал хĕрĕ Анна Чамеева Шупашкарти медучилищĕне вĕренме кайнă. Диплом илсен, 1980 çулта Шăмăршăри тĕп больницăн клиника лабораторийĕнче фельдшерта тăрăшнă. Кунта 3 çул ĕçлесен мал ĕмĕтлĕ хĕр врач пулас тĕллевпе Шупашкарти университетăн сиплев факультетне вĕренме кĕнĕ. 1989 çулта Шăмăршăри тĕп больницăн васкавлă пулăшу уйрăмĕнче Анна Алексеевна врач биографине пуçланă. Çак çулах Шăмăршăри вăтам шкул учителĕпе Н.И.Любимовпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Вĕсен ывăл ача ỹсет. 1992 çултанпа А.А. Любимова тĕп больницăра врач-окулист пулса вăй хурать. Куç чирĕсене вăхăтра сиплес тĕлĕшпе нумай тăрăшать вăл. Районта пĕртен-пĕр врач-окулист пулнă май, нумай чухне канмалли кунсенче те, отпуск вăхăтĕнче те ĕçлеме тивет унăн. Профилактика ĕçне те манăçа хăвармасть. Ватă çынсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Хăйĕн ĕçне юратса, професси енĕпе пысăк ăсталăхпа туса пынă тата ăшă кăмăллă пулнă май, район çыннисем хисеплеççĕ ăна. Коллективра та унăн ячĕ сумлă. Анна Алексеевнăна ĕçре 10 çула яхăн Г.А.Давыдова медсестра тỹрĕ кăмăлпа пулăшса пырать