Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЙЫВĂР ПУЛНĂ, АНЧАХ ЧĂТНĂ

"Вăрçă... Мĕнле хăрушă сăмах. Мĕн чухлĕ çыннăн шăпине ним шелсĕр таптанă, миçе çын чĕрине тỹрлетейми суран чĕрсе хăварнă. Çаксене пурне те аса илсен халĕ те куççуль кăлармасăр каласа пама çук", - тет Пуянкассинче çуралса ỹснĕ Петрова (хĕр чухнехи хушамачĕ Уганина) Александра Андреевна. Вăрçă пуçланнă чухне вăл 15-ри хĕрача пулнă. _Яла вăрçă пуçланнă хыпар çитсен, çав кунах пирĕн ялтан икĕ çынна фронта ăстарĕç. Ял çинче çухăрашни, татăлса йĕнĕ шав тăрать, - çапла аса илет Саня аппа вăрçă пуçланнă куна. Çак кунран пуçласа ял-йыш кашни кунах кама та пулсан вăрçă хирне ăсатнă. Саня аппан ашшĕ те _ Андрей Семенович Уганинăн та фронта кайма ят тухать. Малтанласа çемьере ашшĕ вырăнне Саня аппан тетĕшĕ Михаил ĕçлесе пурăнать. Анчах пĕве çитнĕ каччăна та часах вăрçа илсе каяççĕ. Çакăн хыççăн амăшĕн сывлăхĕ хавшать, пĕтĕм йывăр ĕç 15 çулхи хĕр ача хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Кил çурта тытса пымалла, кĕçĕн йăмăкĕсене пăхмалла. Матюк ятлă йăмăкĕ ун чухне сăпкара кăна пулнă. Колхоз ĕçне те пĕр кун сиктермесĕр çỹренĕ. Çапуçипе тырă çапнă, сухапуç та тытнă. Вăрман касма çỹренĕ. Вăрман каснă çĕрте алăсем шăнса кỹтнĕ, урасем пăрланса ларнă, анчах та никам та нăйкăшман, фронтра тата та йывăртараххине ăнланса, пĕтĕм вăя çĕнтерĕве çывхартма панă. Вăрçăн хăрушă хыпарĕ Уганинсен çуртне те кĕмесĕр сиктерсе хăвармасть. 1942 çулхине Смоленск облаçĕнчен тетĕшĕ пуç хунине пĕлтерекен хăрушă хыпар çитнĕ. Амăшĕ те, хĕрĕсем те татăлса йĕнĕ, хуйхăрнă. Çакăн хыççăн 4-5 уйăхран каллех çын вилнине ĕнентерекен хут илеççĕ Уганинсем, хальхинче вара, ашшĕ вилнĕ пуль тесе шутласа, амăшĕ тăнсăр пулса йăвансах кайнă. Анчах та çырăвĕ ашшĕн пулман, каллех тетĕшĕ вилнине ĕнентерекен çыру пулнă. "Çавăнпа та тете хăçан вилнине тĕрĕсех пĕлместпĕр те", - тет Саня аппа. Ашшĕ фронтран аманса килне 1942 çулта таврăнать. Сăмах май каласан, Саня аппан ашшĕ _ Андрей Семенович Уганин _ граждан вăрçине те хутшăннă. Мĕнле йывăр пулсан та чăтнă, çĕнтерĕве кĕтсе илнĕ. "Вăрçă чарăннă кун эпир Симун арăмĕ патĕнче улах лараттăмăр, çавăнта пырса вăрçă чарăннине пĕлтерчĕç. Эпир вара уншăн савăнса юрларăмăр та, ташларăмăр та", - аса илет Саня аппа. Вăрçă чарăннă çулхине декабрь уйăхĕнче Саня аппа Кахăрлă Шăхаль каччипе Ванька тетепе пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Вăрçă çулĕсем Иван Петровшăн та çăмăл пулман. Вăл та юнлă вăрçă хирĕсем тăрăх утнă, çапăçнă. 1943 çулта инвалид пулса Кахăрлă Шăхаль каччи килне таврăнать. Вĕсем çемье çавăрса 6 ача пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Килте халĕ карчăкпа старик иккĕшех шăкăлтатса пурăнаççĕ. Ашшĕсенчен инçех мар Валя хĕрĕ, çемйипе пурăнать. Мĕн ĕçлемелли пулсан та вĕсем яланах ватăсене пулăшаççĕ. "Валя пĕр кун килмесен те, эпир çиленмерĕ-ши тесе хуйхăратпăр", - теççĕ ашшĕпе амăшĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 марта 2005
00:00
Поделиться