ФЕРМА ÇУЛĔ _ ТАКĂР ÇУЛ
Тăваттăмĕш çул "Искра" СХПКри сĕт çу ферминче вăй хурать Рейде Альда. Çамрăк доярка хăйĕн ĕçне тăрăшса пурнăçлать, тантăшĕсемпе килĕштерме пĕлет. Пĕрле ĕçлекенсем _ Альбина Скворцова, Фирдание Сатдинова тата Альфия Каленова _ Рейде пирки ыррине çеç каларĕç. Тăрăшулăхне шута илсе, Рейде Альда дояркăна кăçал Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине тỹлесе тăма йышăннă. _Президент стипендийĕ мана тата та хастартарах вăй хума хавхалантарать, - тет Рейде Альда доярка.
"Шăмăршă хыпарĕ"