Кашни йĕркерех халăхшăн тăрăшни уççăн курăнать
Кашни йĕркерех халăхшăн тăрăшни уççăн курăнать "Пысăк çитĕнỹ тума пысăк тĕллев кирлĕ", - палăртнă Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура. Пирĕн корреспондент çак Çыру пирки район çыннисем мĕн шухăшланипе интересленнĕ. С.В.КУДРЯШОВ, Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕн тĕп врачĕ: _Çырура халăх сывлăхне сыхлас ĕçе лайăхлатасси пирки витĕмлĕ каланă. Малтанхи медицинăпа санитари пулăшăвĕ валли уйăракан укçа-тенкĕ пайне ỹстерессине, çĕнĕ технологисемпе ку чухнехи сиплев методики тата медицина пулăшвĕпе тивĕçтересси çине куçмаллине палăртнă. Туберкулеза сиплес енĕпе укçа-тенкĕ нумай уйăрни, ятарлă программа çирĕплетни те халăх сывлăхне сыхлас ĕçре çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. З.В.СВЕКЛОВА, Палтиел вăтам шкулĕнчи чăваш чĕлхи учителĕ: _Президент чăваш чĕлхин, тăван ен историйĕн вĕренỹ кĕнекисен пахалăхне ỹстересси пирки питĕ тĕрĕс каларĕ. Уйрăмах чăваш этносĕ пирки çырнă çĕнĕ тĕпчевсем кирлĕ. Вĕренỹ программине те çĕнетсе, пуянлатса пымалла, вăл пире малашлăха туртăнма пулăштăр. Г.Н.ЛАРШНИКОВ, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Васанти халăх музейĕн директорĕ: "Пысăк культура çине таянмасăр чăн гражданин _ патриот, ĕçлекен, çемьешĕн тăрăшакан, пултаруллă тата çитĕнỹ тăвакан çын çитĕнтерме çук", - палăртнă Çырура. Эпĕ Н.В.Федоров Президент сăмахĕсемпе пĕтĕмпех килĕшетĕп. Обществăн культура вăй-хăватне тăваканни пултарулăх элити шутланать. Ман шутпа, çак элитăна тивĕçлипе тỹлемелле, хавхалантармалла. Унсăрăн Шăмăршă тăрăхĕнче Илпексемпе Бараевсем çураласса кĕтме йывăр.