Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"ЭПИР _ ПУЛАС САЛТАКСЕМ"

Çакăн пек ятпа иртрĕ нумаях пулмасть Кивĕ Шăмăршăри культурăпа кану центрĕнче йĕркеленĕ конкурс. Унта ял çамрăкĕсем хаваспах хутшăнчĕç, куракансене хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарчĕç. Конкурс салтак тата моряк тумĕ тăхăннă яшсем сцена çине çарпа патриотизм юррисене юрласа тухнипе пуçланчĕ. Унтан Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Ларшников Совет çарĕн историйĕ, унăн паттăрла кун-çулĕ çинчен анлă доклад туса пачĕ. Ялта мирлĕ вăхăтра çар тивĕçне пурнăçласа пуç хунă çын та пур. Вăл _ Вячеслав Федотов рядовой. Пухăннă çынсем ăна асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Унтан докладчик кăçал ялта спорт стадионĕ тăвасси, ун йĕри-тавра йывăçсем лартса хăварса ăна В.Федотов ятне пама шутлани çинчен пĕлтерчĕ. Кивĕшăмăршăсем пуçарăва ырласа йышăнчĕç. Ку тĕлĕшпе Васан ял администрацийĕ те май килнĕ таран пулăшма шантарать. Çакăн хыççăн конкурс пуçланчĕ. Андрей Платоновран, Павел Осиповран, Дима Антоновран, Юра Курбатинран тата Вячеслав Ястребовран тăракан призывниксен команди Васанти вăтам шкулта вĕренекенсен "Матрос" командипе тупăшма тытăнчĕ. Тĕрлĕ енĕпе ăмăртрĕç конкурсантсем: хăйсем çар историпе, паллă çар çыннисене начар мар пĕлнине кăтартса пачĕç. Çамрăксем çар званийĕсене те çăмăллăнах уйăрса илеççĕ иккен. Иккĕмĕш тапхăрта пулас салтаксем спорт енĕпе хăйсен вăй-халне кăтартрĕç: турник çинче туртăнчĕç, кире пуканĕ çĕклерĕç, тĕл перессипе тупăшрĕç. Ку тĕлĕшпе "Матросри" Алеша Ястребов, Денис Ларионов, Дима Маштаков, Максим Антонов, Павел Ильин аслисенчен пĕрре те кая маррине кăтартса пачĕç. Çар тата вăрçă темипе çыхăннă ташă-юрă конкурсĕнче вара Дима Маштаков чи пултарулли пулчĕ, тĕрлĕ ташăсене ăста ташласа тĕлĕнтерчĕ. Конкурс "Призывник" команда çĕнтернипе вĕçленчĕ. Конкурсантсем пурте асăнмалăх хаклă парнесене тивĕçрĕç. Çакна палăртса хăварма та кăмăллă: конкурса йĕркелесе ирттерме Геннадий Ельцов воин-интернационалист спонсор пулса пысăк пулăшу пачĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 марта 2005
00:00
Поделиться