Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПУР ĔÇРЕ ТЕ _ ĂСТА

Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине илме тивĕç пулнă "Колос" агрофирмăра сварщикра вăй хуракан Алексей Тимофеев. Унăн ăста ĕçне, ырă кăмăлне палăртаççĕ пĕрле ĕçлекен аслă юлташĕсем, механизаторсем. Салтакран таврăнсан хастар çамрăк çăмăл, таса ĕç шыраса хулана каяс темен, алă усса килте те ларма шутламан. Чун юратнă ĕçне тăван хуçалăхрах тупнă. Хуçалăхра ваттисен ĕçне малалла тăсакан çамрăксем кирлине лайăх ăнланаççĕ пуçлăхсем. Алешăна токарь ĕçне алла илме сĕнсе пăхнă. Хаваспах йышăннă çакна каччă. Халĕ токарь профессине алла илесшĕн _ Шăмăршăра вĕренет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 февраля 2005
00:00
Поделиться