Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

АЙ, ТАШЛАР-И, АЧАСЕМ..

Шăмăршăри Ачасен пултарулăх çурчĕ çумĕнчи "Фламинго" ташă ушкăнĕ пирки районта ырласа çеç калаçаççĕ. _Ташшисем епле илемлĕ! Шкул ачисем мар, чăн-чăн артистсем тейĕн!-терĕç иртнĕ кунсенче Виçпỹрт Шăмăршăри клуба пуçтарăннă çынсем, "Фламинго" ушкăн çине ытараймасăр пăхнă май. Туслă ушкăн ертỹçи _ Валентина Павловна Кузьмина. Ташă ушкăнне 40 ача çỹрет, унта аслисем те, вăтаммисем те, кĕçĕннисем те пур. Шăмăршăран килнисенчен Таня Ларшникована, Света Акимована, Аня Петрована, Света Матросована, Лилия Алимована, Катя Гусячкинана, Марина Шамеевана, Таня Кудряшована, Наташа Порфирьевăна асăнмалла. Концерта Виçпỹрт Шăмăршă ачисем те хутшăнчĕç: Марина Абсалямова, Кристина Алюкова, Леонид Куликов, Катя Гладкова, Катя Кузьмина, Саша Кузьмина тата ыттисем. Ял çыннисем ташăçăсене питĕ килĕштерчĕç, хыттăн алă çупса тав турĕç. Ачасем ташă ушкăнне çỹрени питĕ усăллă. Эпир кунта ташлама, илемлĕхе ăнланма вĕренетпĕр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 февраля 2005
00:00
Поделиться