Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

АСА ИЛ_ХА, ВЕТЕРАН

ÇАК кунсенче Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта вĕренекенсем Аслă Отечествăлла вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пулчĕç. Йышлăн юлмарĕç вăрçă паттăрĕсем ялта, çавăнпа та кашни фронтовикăн аса илĕвнех çырса илме ĕлкĕрмелле. Çак аса илỹсем çамрăк ăрăва патриотла воспитани пама çав тери кирлĕ. 1-4 классенче вĕренекенсем патне Степан Федорович Лукьянов, 5-8 классене Леонид Дмитриевич Дмитриев, 9-11 классемпе тĕл пулма Василий Леонтьевич Петьковпа Аркадий Николаевич Федоров ветерансем килнĕ. Вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен чун-чĕрене хумхантармалла каласа пачĕç, çапăçу хирĕнче тата вăрçăран таврăнсан çап-çамрăклах вилнĕ юлташĕсене куççуль витĕр аса илчĕç. Шкул ачисем Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсенчи ветерансемпе салтак арăмĕсене шефа илме йышăнчĕç, вĕсене кил хушшинчи ĕçсене пурнăçламашкăн пулăшма пулчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 февраля 2005
00:00
Поделиться