Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"НИКА" КУБОКШĂН _ ТУРНИР

Районта физкультурăпа спорт вăй илсе пыни, çак юхăма аталантарассишĕн тăрăшакансем пурри чăннипех савăнтарать. Хоккей вăййисенех илер-ха, акă. Спортăн ку енĕпе ăмăртусем час-часах пулса иртеççĕ. Виçĕ ялта _ Шмăршăра, Карапай Шăмăршăра, Чукалта _ ятарлă хоккей коробкисем те пур. Вĕсем пĕр кун та пушă мар темелле. Хоккея юратакансене ырă хыпар пĕлтерме те кăмăллă: нумаях пулмасть Шăмăршăра пурăнакан О.Хлюкин предпринимательпе Карапай Шăмăршă ял администрацийĕ пĕрлехи вăйпа "Ника" кубок çирĕплетнĕ. Ăна çĕнсе илессишĕн карапайшăмăршăсемпе Шăмăршăри "Эвита" уйрăм çын предприятийĕн çак ятлă командисем тупăшма кăмăл тунă. Хăйне майлă турнир пилĕк тапхăрпа иртет. Икĕ вăйă пулса иртнĕ те ĕнтĕ. Малтанхи тĕлпулу Карапай Шăмăршăра иртнĕ. Ку вăйăра кил хуçисем вăйлăрах пулнă, вĕсем хăнасен хапхине сакăр, вĕсенчен икĕ шайба ытларах çапса кĕртнĕ. Иртнĕ вырсарни кун вара иккĕмĕш матч район центрĕнче пулса иртрĕ. Тĕп вăхăта командăсем мирлĕ, 5:5 шутпа вĕçлерĕç. Анчах кубокшăн пыракан кĕрешỹре вăйă шучĕ тан пулма пултарайманнине шута илсе овер-тайм ирттерме тиврĕ. Хальхинче вара ăнăçу шăмăршăсен енче пулчĕ: вĕсем çĕнтерỹ кỹрекен шайбăна çапса кĕртме пултарчĕç. Халлĕхе турнирти пĕтĕмĕшле шут _ 1:1. Черетлĕ вăйă çитес вăхăтрах Карапай Шăмăршăра иртет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 февраля 2005
00:00
Поделиться