Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ИЛĔРТЕÇÇĔ ĂНА ЛЕЙТЕНАНТ ÇĂЛТĂРĔСЕМ

Райцентрти Юбилейная урамĕнчи Александр Петров Шăмăршăри вăтам шкулăн 6 класĕнче вĕреннĕ чухнех çар офицерĕ пуласси пирки ĕмĕтленме тытăнать. Ку ыйтупа ашшĕпе - Валерий Николаевичпа тата амăшĕпе - Изабелла Александровнăпа канашласа пăхать. " Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин профессийĕ - халăхра хисеплĕ, _ тенĕ вĕсем, ывăлĕн ĕмĕтне мухтаса. - Анчах та, çар училищине кĕрес тесен, шкулта лайăх вĕреннисĕр пуçне, çирĕп сывлăхлă пулмалла: спорта юратмалла, ỹт-пĕве пиçĕхтермелле. Анлă тавра курăмлă пулмалли пирки те манмалла мар. Ашшĕпе амăшĕн сĕнĕвне пурнăçласа, Саша районти ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕн Александр Ичанкин ертсе пыракан дзюдо секцийĕнче кĕрешỹ ăсталăхне туптама пуçлать, ирсерен физзарядка тăвать, футболпа баскетбол вăййисенче те ывăнмасăр вылять. Патриотика темипе çырнă кĕнекесем нумай вулать. 1997 çулта, 8-мĕш класс программине "5" паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн, суворовецсен училищине кĕрес ĕмĕтпе Ульяновск хулине çитет. Анчах 13-ри Сашăна унта экзаменсем тытма ирĕк памаççĕ: училищĕне 14 тултарнă яшсене кăна йышăнаççĕ-мĕн. Çар училищине ют чĕлхесене пысăк тимлĕх уйăрнине лайăх пĕлсе тăраканскер, вăл Шупашкарти чăвашпа турка лицейне вĕренме кĕрет. Унта турка халăхĕпе акăлчансен чĕлхисене тарăннăн вĕренет. 2001 çулта лицее лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн, пысăк конкурс витĕр тухса, Александр Петров Раççейĕн Федераллă хăрушсăрлăх службин Мускаври пограничнă й çар институчĕн курсанчĕ пулса тăрать. Хăйĕн çутă ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпе Шăмăршă йĕкĕчĕ çине тăрса вĕренме пуçлать. Теорипе практика занятийĕсем пĕр-пĕринпе ылмашăннă май, лейтенантăн пĕчĕк çăлтăрĕсем патне илсе каякан пусман картлашкисем тăрăх çỹлтан çул ăнăçлă хăпарса пырать Александр Петров. Халĕ вăл 4-мĕш курсра ĕнтĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан предметсен тата çар дисциплинисен занятийĕсенче пысăк тăрăшулăх кăтартать вăл, обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать. Хальхи вăхăтра Саша _ вĕренỹ заставин çамрăксен комитечĕн председателĕ. Вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пынă, служба тивĕçне присяга хушнă пек пурнăçланă, обществăлла пурнăçра пуçаруллăх кăтартнă, çар дисциплинине çирĕп пăхăннă май, Александр Петрова çар институчĕн начальникĕ алă пуснă Хисеп грамотипе темиçе хутчен те чысланă. Кунсăр пуçне 3-мĕш тата 2-мĕш степеньлĕ "Погранслужба отличникĕ" знаксемпе те хисепленĕ. Çавăн пекех çар институчĕн ялавĕ умĕнче сăн ỹкерттерме тивĕçлĕ пулнă. Нумаях пулмасть Александр Петров тăван яла хĕллехи отпуска таврăнчĕ, çак йĕркесен авторĕ ыйтнипе редакцие те кĕрсе тухрĕ. Паллах, унăн шухăш-ĕмĕчĕсем тата курсант пурнăçĕнчи асра юлнă интереслĕ самантсем пирки те ыйтса пĕлтĕм унран. _ Манăн пурнăçри чи пысăк ĕмĕт - хулпуççи çине лейтенант-пограничник пакунне çакасси, - хуравларĕ кăмăллăн çỹллĕ те яштака пỹ-силлĕ, илемлĕ сăн-питлĕ йĕкĕт. - Килес çул çутă ĕмĕтĕме пурнă-латăпах. Асра юлнă самантсем пирки калас пулсан... Мускаври Хĕрлĕ площадьре иртнĕ, Çĕнтерỹ кунне халалланă икĕ парада тата Раççей патшалăхне туса хунăранпа 10 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ парада хутшăнни ĕмĕрлĕхех асра юлĕ. 2002 çулхи майăн 22-мĕшĕнчи шуçăма Финлянди чиккинче кĕтсе илнине те _ çак кун эпĕ шăпах вунсаккăр тултартăм - пурнăçăмри телейлĕ самант тесе шутлатăп. Çуралнă кунсен шуçăмĕсене Тăван çĕршыв хуралĕнче нумай хутчен кĕтсе илес ĕмĕтпе пурăнатăп.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 февраля 2005
00:00
Поделиться