Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇĔНТЕРỸ КУНĔСЕМ МАНĂÇМАÇÇĔ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине халалласа, Асанкассинчи модельлĕ библиотекăра "Çĕнтерỹ кунĕсем манăçмаççĕ" ятпа кĕнеке выставкин презентацийĕ иртрĕ. Çак мероприятие ирттерме вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене те чĕнтĕмĕр. Александр Николаевич Драгуновпа Нина Ивановна Тимошкина ветерансем тĕл пулăва кăкăр тулли орден-медаль çакса пынă. Выставкăра ялти фронтовиксен сăн ỹкерчĕкĕсен альбомĕпе те паллашма пулать, вĕсем çинчен район хаçатĕнче тĕрлĕ çулсенче пичетленсе тухнă статьясене те вырнаçтарнă. Вăрçă ветеранĕсем курма килнисене хăйсен аса илĕвĕсемпе паллаштарчĕç, вĕсем каласа панине чун-чĕререн хумханмасăр итлеймĕн. Лидия Николаевна Васильевапа Елизавета Ивановна Исаева вăрçă çулĕсенче ача çеç пулнă. Апла пулин те аслисемпе пĕрле колхоз ĕçне хутшăннă, Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Çав çулсенчи асаплă пурнăç çинчен ватăсем куççуль витĕр каласа пачĕç. Юлашкинчен ветерансене халалласа ялти пуçламăш шкулти 4 класра вĕренекенсем литературăпа музыка композицийĕ лартса пачĕç. Ачасене Альбина Николаевна Краснова учительница ертсе пычĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 февраля 2005
00:00
Поделиться