Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПУТЕВКА ИЛ ТЕ, КАН, АСАТТЕ...

2004 çулхи августăн 24-мĕшĕнче йышăннă Федераллă саккунпа килĕшỹллĕн, граждансен уйрăм категорийĕсене социаллă çăмăллăхсен пуххине пама пăхнă. Çак социаллă пакета çăмăллăхçăсене санаторипе курорт сиплевĕнче пулма путевка уйăрса парасси те кĕрет. Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн минитсерствин приказĕпе, санаторипе курорта сипленме путевка парассине Социаллă страховани фончĕ çине хунă. Пирĕн корреспондент Раççей Социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи патшалăх учрежденийĕн ертсе пыракан специалисчĕпе Г.Д.СТЕПАНОВПА тĕл пулса калаçнă, путевка уйăрса парас йĕрке пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтнă. _ Çак ыйтупа пирĕн пата кашни кунах çынсем килеççĕ, - тенĕ Г.Д.Степанов. _ Çавăнпа та хаçат урлă ăнлантарса пани кирлех тесе шутлатăп. Санаторипе курортра сипленме путевка илме граждансен çак категорийĕсен çак категорийĕсен тивĕç пур: -вăрçă инваличĕсемпе вăрçа хутшăннă çынсен (вĕсем пурĕ 102-ĕн); - Афганистанри тата Чечняри "вĕри" точкăсене хутшăннисен (125-ĕн); - вăрçă çулĕсенче çапăçакан çар çар шутне кĕмен çар чаçĕсенче, учрежденисенче 6 уйăхран кая мар службăра тăнисен; - "Блокадăри Ленинградра пурăннăшăн" медальпе наградăланисен; -вăрçă çулĕсенче сывлăшран тапăннине хирĕç кĕрешекен объектсенче, хỹтĕлев сооруженийĕсем тунă çĕрте ĕçлекенсен; - вилнĕ вăрçă инваличĕн иждевенийĕнче пурăннă çемье членĕсен; - инвалидсен (1200-ĕн); - ачаран инвалид пулнисен (90-ăн). _Геннадий Дмитриевич, çак списокра Чернобыльти атом аварине сиенсĕрлетме хутшăннисем тата ĕç ветеранĕсем çук-и вара? _Çỹлте асăннă саккунра чернобылецсене, тыл ветеранĕсемпе ĕç ветеранĕсене пирĕн Фонд урлă путевкăсем пама пăхман. Çак категорири граждансене путевкăпа социаллă хỹтлĕх пайĕ тивĕçтерет. _Путевка илес тесен, мĕнле документсем кирлĕ-ха? _Чăн малтан, сиплев кирлĕ гражданинăн хушаматне Федераллă регистра кĕртмелле. Сиплекен врачран путевка кирлине çирĕплетекен справка илсен, пирĕн пата килмелле. Фонд представительстви ячĕпе заявлени çырмалла, инвалид тата пенси кĕнекисен копине тăратмалла тата паспорт кăтартмалла. Ытти ĕçсене эпир хамăрах кĕске вăхăтра пурнăçлатпăр. Саккунпа тивĕçлĕ категорири граждансене 3 çулта пĕрре путевкăпа тивĕçтерме палăртнă. Путевка илме икĕ уйăх маларах килме сĕнетпĕр. _Ветерансемпе инвалидсен сывлăхĕ чаплах мар вĕт-ха, аякри курортсене кайма пултарĕç-ши? _Санаторисемпе курортсем хамăр республикăрах вырнаçнă. Вĕсем пурĕ саккăр: "Надежда" (Çĕнĕ Шупашкар), "Чувашия", грязелечебница, "Утес", "Чайка", "Волга", "Волжские зори" тата ачасем валли "Лесная сказка". Путевка илнисем пурте санаторие кайнă тата каялла килнĕ чух çул укçи тỹлемеççĕ. Хаçатра сăмах панипе усă курса, çакна та каласа хăварасшăн: 2003 -2004 çулсенче социаллă хỹтлĕх пайне заявлени панă çăмăллăхçăсен пурин те Фонд представительствине пырса çĕнĕрен заявлени çырмалла.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 февраля 2005
00:00
Поделиться