Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПИРĔН ХĂТА _ ЧАПЛĂ ÇЫН!

Мухтав орденĕсен тулли кавалерĕ, Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ А.П.Табаков çак кунсенче 85 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранне, Çĕнтерỹ парадне виçĕ хут хутшăннă Александр Порфирьевича Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ăшшăн саламланă, унăн кăкăрĕ çине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 60 çул çитнĕ ятпа ятарласа кăларнă 1-мĕш номерлĕ юбилей медальне çакса янă. Александр Порфирьевич Шăмăршăсемшĕн те ют мар. Унăн кинĕ _ Анна Николаевна _ Виçпỹрт Шăмăршăран. Падиаровсен пысăк ратни хăйсен хăтăшне юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлать, 100 çул ытла пурăнма çирĕп сывлăх сунать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 февраля 2005
00:00
Поделиться