КУÇÇУЛЬ ВИТĔР АСА ИЛЕТ
Клавдия Андреевна Локтина (хĕр чухнехи хушамачĕ _ Кузнецова) 1920 çулхи июлĕн 21-мĕшĕнче Ярăслав ялĕнче çуралнă. Пурнăç йывăррине пула, Клавдин ачаллах хуçалăх ĕçне хутшăнма тивнĕ. Шкулта 5 класс пĕтерсен, "Пламя труда" колхозра ĕçлеме тытăннă. Вунсаккăр тултарнă-тултарманах ỹт-пỹ енчен тĕреклĕ Клавдие Кивĕ Эйпеç çывăхĕнчи вăрмана колхоз валли вăрман касма илсе кайнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, ялти арçынсене фронта илнĕ. Колхозри мĕнпур ĕç ватă çынсемпе хĕрарăмсем тата ачасем çине тиеннĕ, вĕсем хăйсем çиес çăкăра фронт валли панă. 1942 çулта Шăмăршă районĕнчи 30 çамрăка Мускав çывăхне торф кăларма янă. Çав шутра Клавди те пулнă. Канаша çити çуранах утнă, вакунсем тăвакан завод баракĕнче икĕ эрнене яхăн выçăллă-тутăллă пурăннă хыççăн пуйăспа Мускава ларса кайнă. Асанкасси, Пăчăрлă Пашьел, Чукал, Кивĕ Шăмăршă хĕрĕсем сивĕпе йĕпе-сапана пăхмасăр йỹçĕхлĕ вырăнсенче çĕршыв валли торф кăларнă. Çав йывăр кунсене Клавди аппа куççуль витĕр аса илет. Юрий Скворцов писателĕн "Уках хуранĕ" повеçне те вуласа тухнă вăл куçĕсем çивĕч чухне, "çав тери тĕрĕс çырнă" тесе калать. Чăваш хĕрĕ Уках торф кăларнă чух йывăр чирлесе вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Çуркунне кайса хĕле кĕричченех торф кăларнă хыççăн Клавдипе тантăшĕсене килĕсене янă. Тепĕр çуркунне каллех торф кăларма илсе кайнă. Йывăрлăхсем çав тери нумай пулнă пулин те, çамрăк хĕрсем йăйкăшман, вĕсен ĕçĕ Çĕнтерĕве çывхартма кирлĕ пулнине ăнланнă. Вăрçă чарăнсан, Клавди аппа яла таврăннă, колхозра ĕçлеме пуçланă. 1947 çулта Иван Локтин фронтовикпа пĕрлешсе пĕр çемье чăмăртанă. Иван Алексеевич районта ветеринар пулса ĕçленĕ. Иванпа Клавди шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăннă, пилĕк ача _ виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса ỹстернĕ. Питĕ шел, Иван Алексеевич ачисен ырлăхĕпе савăнса курайман, вăрçă суранĕсене пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Клавдия Андреевна _ ĕç ветеранĕ, вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн ăна Тăван çĕршыв медальпе наградăланă. Клавди аппа 12 мăнукĕпе тата мăнукĕсен 9 ачипе чĕререн савăнать. Хальхи вăхăтра вăл кĕçĕн ывăлĕн _ Геннадийĕн çемйипе пурăнать, Нина кинĕпе те килĕштерет. Çурта газ кĕртнĕ, чăн-чăн ырлăх. Ывăлĕпе кинĕ ĕçре чухне сакăрвун пиллĕке пуснă Клавди аппа выльăх-чĕрлĕх пăхать, апат пĕçерме те ĕлкерет. Ун пек ватă çынсем çемьешĕн ылтăнран та хаклăрах. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунать ял-йыш Клавди аппана.