ГРАЖДАНСЕНЕ _ САККУНСЕН ХỸТЛĔХĔ
Çак кунсенче пирĕн корреспондент район прокурорĕпе, юстици советникĕпе Ю.А.Фуражниковпа тĕл пулса калаçнă, ăна прокуратурăн 2004 çулхи ĕç итогĕсемпе паллаштарма ыйтнă. _Юрий Алексеевич, малтанах районти криминаллă лару-тăру çинче чарăнса тăрар пулĕ. Иртнĕ çул мĕнлерех пулнă вăл? _ 2003 çулхипе танлаштарсан, пĕлтĕр районта преступлени тăвасси пĕр шайрах юлнă теме пулать. Сăмахран, виçĕм çул 202 преступлени тунине регистрациленĕ пулсан, иртнĕ çул 204 преступление шута илнĕ. Преступленисен 90,6 процентне тăрă шыв çине кăларнă. Ку _ лайăх кăтарту. 2004 çулта, районти правăна сыхлакан органсем профилактика ĕçне профилактика комиссийĕсемпе пĕрле туса пыма тăрăшнине пула, çав тери йывăр, йывăр преступленисем тăвасси, çав шутра çынна вĕлересси те, ỹссе кайман. Ют пурлăха вăрласси вара кăштах ỹснĕ: 2003 çулта _ 40 факт, 2004 çулта _ 46. Кунта хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсен руководителĕсем çĕрлехи хурал ĕçне начар йĕркеленине те палăртса хăварас килет. Ĕçкĕпе иртĕхсе пурăнакан, хăйсен тивĕçне начар туса пыракан хуралçăсене тỹрĕ кăмăллă çынсемпе ылмаштармалла, вĕсен шалу укçине ỹстермелле. Хăйсен пурлăхне упрас тĕлĕшпе граждансен те тимлĕрех пулмалла. Правăна сыхлакан органсем çемьесенчи тỹнтерле пулăмсене (РФ УКĕн 115, 116 статйисемпе никĕсленсе тăраканнисене) пĕлтĕр икĕ хут ытларах шута илнĕ. Ку вăл йывăр тата çав тери йывăр преступленисенчен сыхланма май парать. Профилактика статйисемпе кăçал районти шалти ĕçсен пайĕпе пĕрле тата лайăхрах ĕçлеме тăрăшăпăр. Пĕлтĕр районта профилактика ĕçне ытти çулхисенчен лайăхрах йĕркеленине те палăртмалла. Сăмахран, район администрацийĕнче, ял администрацийĕсем çумĕнче профилактика комиссийĕсем туса хунă. Пĕлтĕр ял администрацийĕсене тухса прокуратурăн профилактика кунĕсене те ирттертĕмĕр. Пархатарлă ĕçе кăçал малалла тăсатпăр. Сăмах май каласан, пирĕн паха опыта республикăри прокуратурăра лайăхпа палăртрĕç, унпа ытти районсенче те усă курма сĕнчĕç. _Прокуратура районта пĕтĕмĕшле надзор ĕçне те илсе пырать. Пĕлтĕр ку енĕпе мĕнлерех ĕçлесе пыни çинчен кĕскен те пулин каласа параймăр-ши? _2004 çулхи тĕрĕслевсем вăхăтĕнче район территорийĕнче саккуна пăснă 1 пине яхăн тĕслĕхе тупса палăртса, 238 представлени çырнă, вĕсем тăрăх 159 çынна асăрхаттарнă тата штрафланă, должноçри 70 çынна административлă явап тыттарнă. Граждансен ĕç прависене хỹтĕлессине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕç укçи вăхăтра тỹлемен фактсем тăрăх суда пурĕ 370 иск тăратнă. Судра вĕсене пăхса тухса, работниксене пурĕ 1 миллион та 182 пин тенкĕ укçа тỹленĕ. Суд решенийĕсене предприяти руководителĕсем мĕнлерех пурнăçланине суд приставĕсен служби урлă тĕрĕслесех тăнă. Пĕтĕмĕшле илсен, граждансен ĕç прависене пăснă 502 тĕслĕхе тупса палăртнă, пуринпе те тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Предприятисемпе организацисен руководителĕсен саккунпа килĕшỹллĕ тăман 52 приказне пăрахăçланă, 42 çынна дисциплинарлă ответ тыттарнă. _Çул çитмен ачасен прависене хỹтĕлессине те прокуратура тимлĕхре тытать ĕнтĕ. _Çапла. Пĕлтĕр ачасен прависене пăснă 85 факта шута илнĕ. Ĕçкĕпе иртĕхсе пурăнакан, ачисене кирлĕ пек пăхман ашшĕ-амăшĕсене прокуратурăна чĕнтерсе илсе ăнлантару ĕçне туса ирттернĕ. Ял администраци пуçлăхĕсемпе, милицин участокри уполномоченнăйĕсемпе, райадминистрацин çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси членĕсемпе, социаллă хỹтлĕх пайĕн работникĕсемпе пĕрле вырăна тухса та тĕрĕсленĕ. Ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварас е ăна пĕчĕклетес тĕлĕшпе прокуратура суда 8 иск тăратнă. Вĕсене судра пăхса тухса, пуринпе те кирлĕ мерăсем йышăннă. Çул çитмен ачасен прависене хỹтĕлесси кăçал та пысăк тимлĕхре пулĕ. _Прокуратура чи йывăр та кăткăс уголовнăй ĕçсене тĕпчет... _Ку тĕрĕсех. Пĕлтĕр 24 уголовнăй ĕçе тĕпчесе тухса суда янă, çав шутран 13-шĕ должнăçри çынсем тунă преступленисемпе тата экономикăри тỹнтерле ĕçсемпе çыхăннă. Прокуратура следователĕ, виççĕмĕш класлă юрист А.Н.Кашин пĕр çулталăкран та каярах ĕçлет-ха, анчах та вăл хăйĕн тивĕçне профессилле ăсталăхпа туса пынине палăртмалла. Юлашкинчен район çыннисене çакна та каласа хăварас килет. Эсир саккунсемпе çыхăннă хуть-мĕнле ыйтупа та прокуратурăна килме пултаратăр. Саккуна пăснă фактсем палăрсан, вĕсем тăрăх çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнăпăр. Граждансене саккунсен хỹтлĕхне парас тĕлĕшпе кăçал та çине тăрса ĕçлĕпĕр.